25 августа 2010 г.
"Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Паллă ĕнтĕ, вăл кăçал октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртет. Пирĕн хатĕрленÿ ĕçĕсен тĕп çул-йĕрĕсене тишкерсе тухмалла. Юлнă кунсемпе усă курса вĕсене пурнăçа кĕртмелле", - пĕлтерчĕ Чăвашстатăн Канаш хулипе районĕнчи тĕп специалист-эксперчĕ Галина Алексеева, çырава хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе тимлекен районти комисси членĕсене черетлĕ ларури пĕрлехи калаçу темине палăртса. Лару ĕçне вара яланхиллех комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов йĕркелесе пычĕ.
Паянхи кун тĕлне районти ял тăрăхĕсенче пуринче те адрес хуçалăхĕнче тивĕçлĕ йĕрке тăвассипе тата тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерессипе ĕç-пуç вĕç-леннĕ. Канаш районĕнче халăх пурăнакан тата пурăнман хуралтăсем пĕтĕмпе 18131, урамсем - 662. Кашни ялтах çуртсен номерĕн паллисемпе аншлагсене çĕнетнĕ. Адрес хуçалăхĕнче йĕрке тума ял тăрăхĕсен администрацийĕсене 530 пин тенкĕ уйăрса панă, çав суммăран 434,6 пин тенкипе усă курнă.
Кăçал март-май уйăхĕсенче халăх çыравĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăйпа экономист ял тăрăхĕсенче адрес хуçалăхĕсенчи лару-тăрăва тĕплĕн тишкерсе тухнă. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен чиккисене, вĕсен йышне кĕрекен ялсен ят-шутне, çавăн пекех администраципе территори виçине çĕнĕрен тĕрĕсленĕ. Районта пĕтĕмпе 25 (çав шутра пĕри - Канаш районĕ) муниципалитет йĕркеленĕвĕ, 108 яла пĕрлештерекен 24 ял тăрăхĕ.
Районта 7 çырав, инструкторсен 27 тата 108 шутлав участокĕсем йĕркеленĕ, вĕсене вырнаçтарма 28 пÿлĕм суйласа илнĕ. Пÿлĕмсене пурне те вырăна тухса тĕрĕсленĕ: вĕсенче хурал, сĕтел-пукан пур, вĕсем халăх йышĕ пирки сведенисем пухакансене вĕрентме тата ĕçлеме, çавăн пекех çырав хучĕсемпе ытти документсене упрама юрăхлă. Унсăр пуçне, пÿлĕмсене телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтернĕ. Ăçта çырав участокĕсем вырнаçнă, çав организацисемпе пуринпе те килĕшÿсем тунă.
Çапла вара, пĕтĕмлетсе каласан, район çырава хатĕр теме юрать. "Çапах та тĕрĕслев кăтартăвĕсене танлаштарса çыравччен ялсене тепре çитсе килĕпĕр", - палăртрĕ Антонина Никитина уполномоченнăй.
Çичĕ транспорт хатĕрĕпе тивĕçтермешкĕн район администрацийĕ Канашри ПАТПпа муниципалитет контракчĕ çирĕплетнĕ. Контракт сумми - 308 пин тенкĕ. Çырав тапхăрĕнче çырав участокĕсенче транспорт тĕлĕшĕнчен чăрмавсем пулмĕç.
Çырав ирттерме районта 180 вăхăтлăх çыравçă кирлĕ. Хальлĕхе 175 (97,2 проц.) çырав персоналĕ хатĕр. Çырава вăхăтлăх явăçтаракан çынсене çыравçă, инструктор, участок заведующийĕн ĕçĕсемпе тивĕçтерме кашнинпе уйрăммăн калаçнă хыççăн килĕшÿ хутшăнăвĕсене çирĕплетеççĕ.
Паллах, пĕлтерÿпе ăнлантару ĕçне тивĕçлипе йĕркелесен кăна çырав çÿллĕ шайра иртĕ, унăн кăтартăвĕсем тĕрĕс те тулли пулĕç. Районта пурăнакансене Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне анлăн явăçтарас тĕллевпе суйлав хыççăн "Канаш ен" хаçатра çырав тата инструктор участокĕсен адресĕсене, телефон номерĕсене тата ĕç вăхăтне кăтартса ятарлă пĕлтерÿ пичетлеме палăртнă. Çакă, чи малтанах, тĕрлĕ сăлтавпа килте пулман е çыравçăсене хăйсен патне кĕртме хирĕçлекен çынсемпе тĕл пулма çăмăллăх кÿрĕ.
А.ВЛАДИМИРОВ районти комисси членĕ.