АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮТ ХАЛĂХ ÇЫННИ ĔÇЕ КĔРĔШЕТ

20 августа 2010 г.

Ют çĕршыв çыннисенчен нумайăшĕ, сăмахран, кăркăссем, узбексем, ытти халăхран тухнисем, Раççейре тĕрлĕ объект тунă çĕрте вăй хураççĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсем те вĕсене строительство ĕçĕсене явăçтараççĕ. Ют патшалăх çыннисене предприниматель ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнман ĕçсене мĕнле условисене тĕпе хурса йынаççĕ-ха; Çак ыйтăва Раççей миграци службин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ, шалти служба майорĕ Л.Погайдак хуравлать.

– Людмила Александровна, Раççей çыннисем ют патшалăх гражданĕсене хăçан ĕçе илме пултараççĕ;

– 2010 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вара ĕç е граждăнла право килĕшĕвĕ туса Раççей гражданĕсем ют çĕршыв çыннисене килти ĕçсене (предпринимательствăпа çыхăнманнисене) пурнăçлама йышăнаяççĕ. Анчах та ют çĕршыв çыннин обязательнăй йĕркепе патент пулмалла.

– Вăл ăна ăçтан илет; Патент валли мĕнле документсем кирлĕ;

– Патентлă пулас тесен Раççей ФМСĕн Чăваш Енри Управленине (Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 46-мĕш çурт, ĕç миграцийĕн пайĕ, тел.: 62-92-12, 62-21-04) çакăн пек документсем тăратмалла: 1. Патент пама ыйтса çырнă заявлени. 2. Çын кам пулнине ĕнентерекен документ. 3. Миграци картти. 4. Тĕрлĕ тĕслĕ 1 сăн ÿкерчĕк.

Граждансене тунти кунран кĕçнерни кунччен 9.30 сехетрен пуçласа 17.10 сехетчен, эрне кун 9.30 сехетрен пуçласа 16.10 сехетчен йышăнаççĕ.

Унсăр пуçне ют çĕршыв çыннин налук тÿлемелле, квитанцине миграци службинче патент илнĕ чухне кăтартмалла. Патент 1 уйăхран пуçласа 12 уйăх таран усă курма юрăхлă (кашни уйăхшăнах налук тÿленĕ пулсан).

– Вăхăтлăх пурăнма ирĕк паракан документăн срокне тăстарма ют патшалăх гражданĕн миграци службине пымалла-и;

– Патент тата налук тÿленине ĕнентерекен квитанци ăна саккунлă йĕркепе ĕçлеме тата пурăнма ирĕк параççĕ. Срока тăстарма миграци службине пымалла мар.

Патентăн срокĕ тухрĕ е килес уйăхшăн налук тÿлемен пулсан ют çĕршыв çыннин Раççейрен 15 кун хушшинче тухса каймалла. Çак 15 кунра вăл Раççейре саккунлă йĕркепех пурăнать.

– Патентсăр ĕçлесен мĕнле явап тыттараççĕ;

– Ют çĕршыв çынни уйрăм çын патĕнче патентсăр ĕçлет пулсассăн ăна административлă йĕркепе айăпласа 2 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерсе Раççейрен кăларса яраççĕ (РФ КоАПĕн 18.10 статйи).

Енчен те уйрăм çын ют çĕршыв çыннине патентсăрах ĕçе илнĕ пулсан ăна хăйне çÿлерех асăннă сумма чухлĕ штраф тÿлеттереççĕ (РФ КоАПĕн 18.15 статйин 1-мĕш пайĕ).

И.АНДРЕЕВА ыйтса пĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика