20 августа 2010 г.
Пĕррехинче ĕç кунĕ вĕçленесси пĕр сехет пек юлсан сехет йĕпписене хăвăртрах "чуптарас" тесе алла шкапăн аялти çÿлĕкĕ çинче выртакан хаçат тĕркине илтĕм. 1986 çулта тухнă хаçатсен номерĕсем иккен унта. 24 çул каялла пулса иртнĕ паллă пулăмсемпе интересленсе паллашса пытăм. Майĕпен юпа уйăхне çитсе тăтăм. Акă ман умра Учительсен кунне халалланă страница. Куçа доска умĕнче тăракан хĕр тĕл пулчĕ. Юнашарах – "Пысăк ĕмĕтпе" ятпа пичетленнĕ пысăках мар тĕрленчĕк. Авторĕ – "Комминизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçатăн Канаш, Тăвай тата Вăрнар районĕсемпе ĕçлекен ятарлă корреспонденчĕ В.Васильев. Вениамин Васильевич, тăпри çăмăл пултăр, республикăри паллă журналистсенчен пĕриччĕ, вулакан унăн материалĕсене юратса йышăнатчĕ. Эпĕ хам та каçăхсах вулаттăмччĕ, ун пек çырма тăрăшаттăм. Вĕренмелли пайтахчĕ унран.
Тĕрленчĕк геройĕ – Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Э.Алексеева (хĕр чухнехи хушамачĕ). Ун чухне вăл Çĕнĕ Шелттемре ĕçленĕ, çулĕпе вун тăххăрта кăна пулнă, Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Ун ячĕ пĕр вăхăт республикипе кĕрлерĕ. Студентсен строительство отрядне пултаруллă ертсе пынăшăн, ĕç тухăçлăхне ÿстернĕшĕн Эльвирăна "Хисеп Палли" орденпа наградăланă. Отряд Патăрьел салинчи улма-çырла питомникĕнче ĕçленĕ. Унăн директорĕ А.Яковлев студентсене тав туса училищĕне çыру çырнă, тепĕр çул та килме ыйтнă. Икĕ çу ирттернĕ Пăла тăрăхĕнче Э.Алексеевăпа юлташĕсем. Студентăн çăмăл мар, çав хушăрах хаваслă та интереслĕ пурнăçĕ хыçа юлнă. Малта – пачах урăхла пурнăç. Хĕрлĕ дипломлă çамрăк педагог вĕрентÿ ĕçне пысăк хастарлăхпа пуçăннă.
Нумаях пулмасть Эльвира Васильвнăпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, пĕрремĕш ыйту çакăн пек пулчĕ: "Учитель профессине суйласа илме мĕн хистерĕ;".
– "Аннеçĕм, мĕншĕн-ха эсĕ учительница; Таньăн амăшĕ вара сутуçă, манăн сана питĕ лавккара ĕçлеттерес килет", – терĕ иккĕмĕш класа куçнă ывăлăм. Тĕрĕссипе каласан, çухалсах кайрăм, шухăша путрăм. Чăнах та, мĕншĕн-ха эпĕ ачасене вĕрентетĕп, çирĕм пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ; Çитĕннисен пурнăçне кĕмелли алăкăн урати урлă каçас умĕн кашни çынах кам пуласси пирки шутлать. Хăш профессине суйласа илмелле; Учитель пулас ĕмĕт çав тери хăвăрт çуралчĕ. Вăл мана пĕчĕклех илĕртнĕ. Пĕлÿ патне туртăнни чуна хăйне евĕрлĕ киленÿ кÿнĕ. Çак туйăма ыттисене пĕлтерес килнĕ. Шкулла выляма кăмăлланă эпĕ, яланах вĕрентекенни пулнă. Кÿршĕри хампа пĕр çултисенчи арçын ачасемпе хĕрачасенчен урок ыйтасси, вĕсен пĕлĕвне хакласа паллă лартасси питĕ килĕшетчĕ, чĕре иксĕлми савăнăçпа тулатчĕ. Професси суйласа илессинче анне, Раиса Александровна, витĕмĕ питĕ пысăк пулчĕ пулас. "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учительници" хисеплĕ ята тивĕçнĕ вăл. Ăна, ахăртнех, Турри хăех учитель пулма пÿрнĕ. Чунĕпе парăннăччĕ хăйĕн ĕçне юратнă аннеçĕм. Савăнăçне те, хуйхине те вĕренекенĕсемпе пĕрле пайлатчĕ. Вăл урока хатĕрленнине, тетрадьсем тĕрĕсленине сăнама, унăн хитре ÿкерчĕксемлĕ кĕнекисене уçса пăхма юрататтăмччĕ. Кашни кун каç çитессе, анне урок планĕ çырма ларасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмччĕ. Ун чухнех, 5-6 çултах, анне пек учитель пулас килнĕ ман, – хуравларĕ вăл.
Учитель ĕçĕнчи малтанхи йывăрлăхсене çĕнтерме Эльвирăна СССР çут ĕç отличникĕ Р.Ерофеева пулăшса пынă. Роза Николаевна ун валли яланах ырă канаш тупнă, хăйĕн опытне пама тăрăшнă. Педагогика училищинче илнĕ пĕлÿ никĕсĕ те урок темисене уçса пама пулăшнă. Р.Максимова, Р.Кузьмина, К.Губанова панă методика меслечĕсем хĕр пуçĕнче çирĕп вырнăçса юлнă.
Çăмăл мар пуçламăш классен учителĕ пулма. Ăна ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине шанса парать. Ахальтен мар пуль пĕрремĕш учителе иккĕмĕш анне вырăнне хураççĕ. Вăл пĕчĕкскерсене пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕрет. Учительсĕр пуçне психолог та, воспитатель те, нумай енлĕ педагог та, медик та пулма тивет. Унăн ĕçĕнче чăтăмлăх пысăк вырăнта. Унсăрăн çитĕнÿ тума питĕ кансĕр. Ачасемпе пĕрле хăй те вĕренни, аталанса пыни ăна пурнăçпа тан утса пыма пулăшать. Педагогăн çак ырă енĕсене Эльвира Васильевнăра та курма пулать.
– Ачасене шутсăр юрататăп. Пĕлесчĕ сирĕн, çуллахи каникулта вĕсемшĕн еплерех тунсăхлатăп эпĕ. Маншăн вĕсем хам çуратнă ачасем пекех. Кашнин хăйĕн савăнăçĕ, пăшăрханăвĕ. Ирхине шкула çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухса утатăп, мĕншĕн тесен мана унта вĕренекенĕмсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Каçхине киле васкатăп. Унта – манăн юратнă мăшăрăм, ывăлăмсем. Ĕçе каяс, ĕç хыççăн çемье патне таврăнас килни – телей мар-и-ха! – терĕ манпа калаçакан.
Ялта учитель кашнин куçĕ умĕнче. Çемьере вăл мĕнле çын, епле кÿршĕ пулнине пурте пĕлет. Хирĕç килекен сывлăх сунни, ху вĕрентнĕ çынна тĕл пулни, унăн ăшă кулли, савăк сăн-пичĕ, вĕсем çинчен ырă хыпар пĕлни епле ырă, лайăх, чуна ăшăтса ярать.
– Çавăнпа та пирĕн яланах лайăх кăмăллă, ял-йыш хисепне тивĕç пулмалла, – шухăша малалла аталантарчĕ Эльвира Васильевна.
Шелттем тăрăхĕнчен тăван ене таврăнсан Э.Алексеева паспортне улăштарать. Мĕншĕн тесен вăл Алексеевăран Анатольева пулса тăрать. Мăшăрĕ, Вячеслав Николаевич, ачасене информаципе коммуникаци технологийĕ, физика вĕрентет. Анатольевсен икĕ ывăлĕ Канашри педагогика колледжне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Аслă ывăлĕ, Андрей, салтакра, вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕнче службăра тăрать. Вăтамми, Александр, икĕ хутчен Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕç пулнă, пĕлĕвне куçăмсăр майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетĕнче ÿстерет.
– Кĕçĕн ывăлăм та, Алеша, пултарулăхĕпе савăнтарать. Ашшĕ пулăшнипе компьютера лайăх пĕлсе çитрĕ. Пĕтĕм Раççейри "Пĕлÿ тĕнчи", "Руçре Çăварнине уявлани" викторинăсене хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Республикăра кĕçĕн классенче вĕренкенсем валли ирттерекен пултарулăх конкурсĕсенче те, шкул ачисен интектуаллă марафонĕсенче те лайăх пĕлÿ кăтартать. Тен, темиçе çултан унтан "Анне, эпĕ те ÿссе çитсен учитель пулатăп" тенине илтĕп, – ăшĕнчи хĕпĕртевне çиеле кăларчĕ Эльвира Васильевна.
Э.Анатольева Пĕтĕм Раççейри интернет-педканаша хутшăннă. Унта унăн ĕçне пысăк хак панă, "Вселенная. Учитель" эссесен пуххинче пичетлесе кăларнă. Кунта çакна та каласа хăвармалла: асăннă кĕнекерех унăн мăшăрĕн, Вячеслав Николаевичăн, статйи те кун çути курнă. Эльвира Васильевна хатĕрленĕ "Пуçламăш классене вĕрентессинче информаципе коммуникаци технологийĕпе усă курасси" статьяна Шупашкарта тухса тăракан "Халăх шкулĕ" журнал редакцийĕ кăмăлласа йышăннă, ăна вулакансем патне çитернĕ.
Эльвира Васильевна республикăри Вĕрентÿ институчĕн пуçламăш классене вĕрентекенсен пултарулăх ушкăнĕнче тăрать. Ушкăн методика кăтартăвĕсем хатĕрлет. Педагогикăри опытне интернетпа наукăпа практика конференцийĕсене, фестивальсене хутшăнса сарать, "Первое сентября" издательство çурчĕпе çыхăну тытать. Республика шайĕнчи семинарсенче, курссенче, конференцисенче тухса калаçать. Професси ăсталăхне çирĕплетсе тĕнчери, Раççейри, республикăри сертификатсене тивĕçнĕ. "Тантăш" хаçатпа, "Тетте" журналпа туслă çыхăну тытнăшăн, 2010 çулхи çырăнтарăва ачасене хастар явăçтарнăшăн тата вĕренекенсене тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентнĕшĕн Э.Анатольевăна Хисеп хучĕ парса чысланă.
В.АЧЧА.