20 августа 2010 г.
Районăн шалти ĕçсен пайĕ хамăр пурăнакан тăрăхра йĕркелĕхе тытса тăрас тĕллевпе правăна хÿтĕлекен ытти органсемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене çийĕнчех уçса парасси лайăхланчĕ, следствин оперативлă ушкăнĕ преступлени пулнă вырăна вăхăтра тухса кайнине контроллессине те çивĕчлетнĕ.
Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче шута илнĕ преступленисен хисепĕ чакни сисĕнет. Рецидивла преступность шучĕ 18,7 процент чакнă. Ĕçкĕçсем, ÿсĕрле харкашма юратакансем милици сотрудникĕсен тимлĕхĕнче. Çакăн пек 138 çын районăн шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăрать. Ялсенче кулленех "Рынок", "Суррогат" операцисем ирттернĕ, Чăваш Республикин 16 статйипе килĕшÿллĕн, услам илес тĕллевпе килте эрех юхтарса сутнăшăн, 79 çынна административлă йĕркепе айăпланă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕшĕн 1454 çынна, эрех ĕçсе супнăшăн 180 çынна, этил спиртне сутмалли правилăсене пăснăшăн – 6, çул çитмен çамрăксене ĕçтерсе ÿсĕртнĕшĕн – 11, автомототранспорт хатĕрĕ умне урă мар ларнăшăн 130 çынна штраф тÿлеттернĕ, ку кăтартусем пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 5,6 процент ытларах.
Ниçта та ĕçлемен, ĕçкĕпе иртĕхекен, малтан судпа айăпланнă, тĕрмерен ларса тухнă çынсем пуçтарăнакан вырăнсене тупса палăртассипе те ĕçлетпĕр.
Хĕç-пăшал тытакан çынсене контроллесе тăрасси те пирĕн тĕп тивĕçсенчен пĕри шутланать. "Хĕç-пăшаллă" 327 çын шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăрать. 375 хĕç-пăшала шута илнĕ, вĕсенчен 33-шĕ газ пистолечĕ, 16-шĕ – амантакан (травматический) пистолет, 326-шĕ – сунар пăшалĕ. 226 тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене пăснă 18 тĕслĕх тупса палăртнă, сунара çÿремелли 159 пăшала (пурте регистрациленисем), сунара çÿреме ирĕк паракан 13 лицензие туртса илнĕ, 4 хĕç-пăшала хуçисем хăйсен ирĕкĕпех тавăрса панă.
Выльăх-чĕрлĕхе, автотранспорт хатĕрĕсене вăрлакансене хирĕç кĕрешессине вăйлатас тĕллевпе çĕрлехи вăхăтра район территорийĕнче 3-4 шырав ушкăнĕ ĕçлет. Вĕсен вăйĕпе 18 преступление уçса палăртнă, 30 преступника тытса чарнă.
Ырă енсемпе пĕрлех çитменлĕхсем те нумай. Районта криминаллă лару-тăру çав-çавах йывăр. Урамсенчи, обществăлла вырăнсенчи йĕркелĕх пĕчĕк шайра пулни те ĕç-пуçа кăткăслатать.
Н.АРСЕНТЬЕВ, районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.