АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШЫВĂН ТУРАЧĔ ÇУК

20 августа 2010 г.

Район администрацийĕн чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне комисси председателĕ В.Степанов йĕркелесе пычĕ. Ларăва комисси членĕсем, хăш-пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Кăçалхи шăрăх таврари, пахчари ÿсен-тăрана шывсăр типĕтнисĕр пуçне чылай çемьене пысăк хурлăх илсе килчĕ. Пиçĕхсе тарланă хыççăн камăн шыва кĕрсе уçăлас килмĕ-ха. Анчах шывăн турачĕ çук, тимлĕхе çухат кăна – тавăрайми пысăк çухату тÿсетĕн. Кăçал район территорийĕнчи пĕвесемпе кÿлĕсенче 8 çын путса вилнĕ, паллă мар пĕр виле тупнă. Инкексен сăлтавĕ пуринче те тенĕ пекех пĕрре – организма эрехпе наркăмăшланă хыççăн шыва кĕни. Ÿсĕр çыншăн тинĕс те чĕркуççи таран çеç те, шыв вара çăмăлттайлăха каçармасть.

Ял тăрăхĕсенче кÿлĕ-пĕве хĕррисене шыва кĕме юраманнине пĕлтерекен паллăсем лартнă пулин те, вырăнти халăх вĕсем çине тимлĕх уйăрсах каймасть. Кирлех пулсан, çав паллăсене айккинелле илсе ывăтать.

Кăçалхи лару-тăрăва шута илсе килес çул пушар хăрушсăрлăхĕн, медицина службисен ĕçченĕсем пулăшнипе районта апрель-май уйăхĕсенче студентсемпе, аслă классенче вĕренекенсемпе çÿлерех асăннă инкеке лексен пирвайхи медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме вĕрентÿ ирттерме кирлине пĕр саслăн йышăнчĕç комисси членĕсем. Унсăр пуçне çынсем йышлăн шыва кĕме çÿрекен вырăнсене стендсем вырнаçтармаллине те каларĕç. Инкексене сăнлакан ÿкерчĕксене курсан çынсен чунĕнче, тен, асăрханулăх, тимлĕх туйăмĕ вăйланĕ.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика