АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛЛИ–УРИНЕ ХУТА ЯРАÇÇĔ ТЕ...

18 августа 2010 г.

Каçхине вуннă çитеспе Малти Тукай ялĕнче хăрушă инкек пулнă. Упăшкипе арăмĕ вирлех хирĕçсе кайнă. Урса кайнă арçын шăртне пусарайман, хĕрĕхсене çывхаракан хĕрарăма хăрушла хĕнесе пĕтернĕ. Вăл йывăр сурансене пула килĕнчех пурнăçран уйрăлса кайнă. Çак фактпа следстви пуçарнă.

Пукăртан ялĕнче 24 çулти арçын хăйĕнпе пурăнакан хĕрарăма мăйĕнчен ярса тытнă та диван çине йăвантарнă, вĕлерессипе хăратса мăйĕнчен пăвма тытăннă. Юрать-ха ăна усал ĕçне вĕçне çитерме кансĕрленĕ, хĕрарăма пурнăçран уйрăлма паман. Çак ĕçе тĕпчеме пуçланă. Вăтапуç ялĕнче хĕрĕх урлă каçнă арçын амăш çулĕсенчи хĕрарăма тÿпеленĕ, икĕ аяк пĕрчине хуçнă. Сиккассинче 28 çулти хĕрарăм хăй çине алă çĕклеме хăйнă арçынна кĕреçепе шаплаттарнă. Инкек тÿсекенĕн пульницăна кайма тивнĕ. Ухман ялĕнчи 24-ри хĕрарăма тăнлавне кăвакартнă пирки тухтăр патне илсе пынă. Ăна еркенĕ кĕвĕçнипе амантнă иккен. Шăхасанти 30 çулти хĕрарăма паспорт çинче кăтартман упăшки хирургран пулăшу ыйтмаллах "тикĕсленĕ".

Шăхасанта ватăпа çамрăк эрех ĕçсе ларнă. Тем амакне пула хирĕлме тытăннă. Çамрăк çамрăках çав – вăй вĕресе тăрать, ытлашшийĕ хĕрринчен юхса тухать. Çакскер утмăлалла çывхаракан арçынна çапса-тапса пĕтернĕ, çĕçĕпе хырăмĕнчен, сылтăм ал лаппинчен каснă. Халĕ çав çĕçĕ следователĕн ĕç сĕтелĕн сунтăхĕнче выртать.

Вăт çурат ачу-пăчуна. Пурпĕрех çитерет: патак е çăкăр – иккĕшĕнчен пĕрне. Вăрман Енĕшри салтак çулне çитнĕ яшă хăйне пурнăç парнеленĕ хĕрарăмăн шăмми-шаккине "тĕрĕсленĕ". Урса кайнăскере лăплантарма пакунлисене чĕнтерме тивнĕ.

Уçырма ялĕ çумĕнче Мăкăр арçынни тытса пыракан çăмăл машина алла çывхаракан арçын çине кĕрсе кайнă. Лешĕ, самаях ÿсĕрскер, транспорт çывхарса килнине пăхмасăр çул урлă каçма хăтланнă. Пуçран хытă аманнăскере хула пульницине вырттарнă.

Ямăрса ялĕ патĕнче "Шырав" ушкăн грузовика тытса чарнă. Руль умĕнче 37 çулти Канаш çынни ларнă, унпа юнашар – икĕ çамрăк, Шупашкарта пурăнаканскерсем. Кузовра – рельс накладкисем, 5 тонна. Нимĕнле документ та çук. Çак хура метала вĕсем 205-мĕш ПМС территоринчен никамран ыйтмасăр тиесе тухнине тĕпчесе пĕлнĕ. Уголовнă ĕç пуçарма шутлаççĕ.

Хĕр шутне кĕме ĕлкĕреймен Мăкăр чиперкки Вăрман Енĕшре 1,5 литр "пенная прохлада" текен сăра, Шăхасанта çур литр кĕрекекн 3 банка сăра туяннă. Çав тери сăра юратать-ши çакскер; Сутуçăсен çул çитмен çамрăка ÿсĕртекен шĕвек сутнăшăн халĕ явап тытма тивет.

Тем çитмен ĕнтĕ вăтам çулсенчи арçынна. Эрех нумай ĕçнипе шуйттансем астарнă-ши. Çакскер вилес шутпа мăйне мăйкăча чикнĕ. Куçĕсене яланлăхах хупма ĕлкĕреймен, çăлса хăварнă ăна. Сурăм тăрăхĕнчи 53 çулти арçыннăн пурнăçне çăлма май килмен. Вăл пахчари йывăçран çакăннă.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика