АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂРĂХ ЧĂН-ЧĂНАХ ПĂШĂХЛАТЬ

18 августа 2010 г.

Кăçал çут çанталăк çыннăн организмне мĕнле кăна çанталăкпа тĕрĕслемерĕ-ши; Хĕлле 30 градуслă шартлама сивве хăнăхрăмăр, 42 градуса та ним мар чăтса ирттертĕмĕр. 42 градусах пулман ĕнтĕ тейĕ хăшĕ-пĕри. Эпир айлăмра пурăнатпăр та, хĕлле пирĕн тăрăхра, Сиккассипе Яманкасси енче, тĕлĕнмелле сивĕ пулчĕ. Çулла мĕнлерех шар кăтартнине кашни хăй куçĕпе курса, чунне ыраттарса тÿсет. Кунта ытлашши сăмах вырăнсăр та... Шăрăх пăшăхламаллипех пăшăхлать. Кам мĕнле ирттерет кăçалхи çуллана;

Анатолий МАКСИМОВ, вĕрентÿ управленийĕн техника хăрушсăрлăхĕн инженерĕ:

– Ытлашши шăрăх кăмăл-туйăма ырă витĕм кÿмест, вăй-хала пĕтерет. Хулара пурăннă май хваттерте çывăрмастпăр, пиллĕкмĕш хутра сывлама та май çук. Дачăра çывăратпăр. Çĕрле таврана сулхăн çапать те сывлăш уçăлать. Сĕрĕм карса илнĕ вăхăтсене шута илмесен. Ăш "çуннине", шыв ĕçессине çапла майпа лăплантарма тăрăшатăп: улма-çырла çулçисенчен чей вĕрететĕп, ăна сивĕтсе ĕçетĕп.

Çамрăк чухне пĕр вăхăт Самарăра пурăнма тив-нĕччĕ. Çанталăк чăтма çук шăрăх. Ĕçмелли шыва машинăпа турттарса килетчĕç. Ун çинче вĕтĕ-вĕтĕ хуртсем ишеççĕ. Малтанхи вăхăтра çав шывах ĕçнĕ-ха, нумай-и, сахал-и – вар-хырăм ыратнипе аптраса ÿкрĕмĕр. Кун пек мая килмест терĕмĕр, шыва вĕретсе ĕçме пуçларăмăр.

Василий ЛАПИН, "Канаш" хаçат корреспонденчĕ:

– Шăрăх çанталăк маншăн йывăрлăх кăларса тăратмасть. Питĕ лайăх туятăп хама. Вĕри сывлăш организмри нимĕнле органа та сиенлĕ витĕм кÿнине туймастăп. Тарлаттарать ĕнтĕ, çавă çеç. Çут çанталăк умĕнче пуçа усмастăп. Манăн килте хĕлле те 30 градуса яхăн ăшă.

Килти пусăра шыв сахалланса юлнăран лавккаран туяннă пылак шыв ытларах ĕçетĕп. Пĕр вăхăт хăмла çырли варенийĕнчен тунă морса кăмăллаттăм.

Марат ЮНУСОВ, районти çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн инспекторĕ:

– Хамăн ĕçе пула эпĕ талăкăн ытларах пайне çул çинче ирттеретĕп. Çÿлтен хĕвел çунтарать, ура, тĕрĕсрех автомобиль айĕнче – вĕри асфальт. Çанталăка айăплани вырăнлă мар, çул çинчи хăрушсăрлăх хуралĕнче чухне – пушшех.

Шăрăха тÿссе ирттерме паян майсем çителĕклĕ. Укçа-тенкĕ пулсан пÿлĕмри сывлăша уçăлтармалли хатĕр суйла кăна! Шел, патруль машинисен кондиционерсем çук – çăмăлрах пулатчĕ.

Светлана ВАСИЛЬЕВА, РФ Пенси фончĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн специалисчĕ:

– Кунашкал çанталăк пирĕн тăрăхра чăннипех пысăк кĕтменлĕх пулчĕ: вăраха тăсăлакан шăрăхпа пĕрремĕш хут тĕл пултăмăр, вăл чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕхе хытах тĕрĕслет.

Пенси службин пулăшăвне кĕтекенсене, аслă ăру çыннисене, тата кансĕртерех пулнине шута илсе, вĕсем патне хамăр тухса çÿретпĕр.

Шăрăх çанталăка ыттисем пекех чăтса ирттеретĕп: тарлатăп тата сывлăш температури чакасса, çумăр çăвасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

Виталий МИХАЙЛОВ, Канашри почтамп начальникĕ:

– Шăрăх çанталăк пирки мĕнех каламалли пур; Çут çанталăкăн çивĕч тĕрĕслевне çирĕппĕн тÿссе ирттермелли çеç юлать пирĕн. Шăрăх пулнине пăхмасăрах, хĕвел пĕр шелсĕр хĕртнĕ вăхăтра мар ĕнтĕ, пушă вăхăтра пахчара тăрăшатăп. Ĕç пÿлĕмĕнче сывлама сывлăш çук, çул çÿреме те йывăр. Курăксенчен хатĕрленĕ чей, çăл шывĕ нумай ĕçетĕп, вĕсем организмран та çăмăллăнах тухаççĕ.

Ирина МИХАЙЛОВА, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ:

– Кĕтмен çĕртен шăрăх килсе çапнăран унпа "кĕрешме" хатĕрленмен. Ĕç вырăнĕнче чÿрече уçса пÿлĕмсене "сивĕтетпĕр". Шăмат кунсенче регистраци залĕнче уйрăмах пăчă, çапах та чăтма пулать. Икĕ уйăх ытла кун пек çанталăкра, хăнăха та пуçларăмăр пуль.

И.ВЛАДИМИРОВА ыйтса пĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика