18 августа 2010 г.
Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче çул çитмен çамрăксем хутшăннипе тунă 6 преступлени шута илнĕ (иртнĕ çул çак тапхăрта 13 факт пулнăччĕ). Преступность шайĕ 53,8 процент чакнă. Йывăр преступленисем тăвасси вара нумайланнă. Ачасем ÿсĕрле саккуна хирĕçле ĕç тунă тĕслĕхсем кăçал пулман. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене ытларах 13 сехетрен пуçласа 24 сехетченхи тапхăрта шута илнĕ.
Хăш-пĕр тĕслĕхсене илсе кăтартатăп. Кăçалхи январьте Канаш хулинче пурăнакан пĕр çамрăк çын пурлăхне хапсăнса Асхва ялĕнче пурăнакан Светлова килĕнчен "Сокол" ятлă телевизор, DVD-плеер, акустика системи вăрласа тухнă, 12 пин тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ.
Март уйăхĕнче Кайри Ăнтавăш ялĕнче пурăнакан Анисимов çул çитмен çамрăка преступление явăçтарнă. Федоров кил-çуртне вăйпа çĕмĕрсе кĕнĕ (хушаматсене улăштарнă).
Апрель уйăхĕнче Вăрăмпуç ялĕнчи пĕр çемьере ашшĕпе 17 çулти ывăлĕ хирĕçсе кайнă. Çамрăкки тăван ашшĕне хĕнесе пĕтернĕ. Йывăр аманнăскере районăн тĕп больницин реанимаци уйрăмне леçнĕ.
Чакаç вăтма шкулĕнче вĕренекен хĕрачан пальто кĕсйинчен самаях хаклă телефон çухалнă. Ăна çак шкулта 9-мĕш класра вĕренекен хĕрача вăрланă.
Июнь уйăхĕнче Мăкăр ялĕнче пурăнакан çамрăк уйрăм çын тытакан "Любава" магазинтан икĕ хутчен укçа тата "Хамăр ял" шурă эрех вăрласа тухнă, пĕринче 500 тенкĕ, тепринче – 900.
Çул çитменнисем тунă преступленисене пурне те уçса панă, айăплисене учета илнĕ. 26 çамрăка административлă йĕркепе явап тыттарнă. Шалти ĕçсен пайĕ сĕннипе икĕ ача "Звездный" лагерьте, "Изумрудный" лагерьте тата санаторире пĕрер ача каннă.
Л.АНТОНОВА, çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.