18 августа 2010 г.
Çуллахи тапхăрта ашшĕ-амăшĕнчен нумайăшĕ хăйсен ачисене сывлăха çирĕплетмелли, кану лагерĕсене яма, вĕсемпе пĕрле ăçта та пулин тухса çÿреме е тата вăхăта пĕрле ирттерме те пултараймасть. Çавăнпа та талăкăн ытларах пайне ачасемпе çул çитмен çамрăксем хăйсем тĕллĕн ирттереççĕ. Çитĕннисем ĕçре чухне мĕн тăваççĕ-ха вĕсем; Паллах, пирĕн, аслисен, ачасем кĕнеке тытса ларнине курас килет, вĕсем вара телевизор экранĕ е компьютер мониторĕ умĕнче. Телевизорпа компьютертан илекен информаци ачана çийĕнчех тата пĕр хутчен кăна витĕм кÿмест, психикăна вăраххăн пăсать. Шел пулин те, компьютертан илекен хыпарсем ырă витĕм кÿмеççĕ. Хавхалантараканни питех те сахал. Паян телеэфир пысăк укçа ĕçлесе илме май паракан бизнеса çаврăннă. Тĕрлĕрен шоупа концертсен вĕçĕ-хĕрри çук. Хальхи вăхăтра çитĕннисенчен ытларахăшĕ ачасен передачăсене хăйсене тĕллĕн çеç пăхмалла маррине ăнланать.
Юлашки вăхăтра çынсен кăмăл-сипет пахалăхĕсем пĕтсе пыни çинчен нумай калаçаççĕ. Çемье, ачасем, тĕн, сывлăх ăнлавсем çĕнĕ вăхăт пахалăхĕсемпе ылмашăнаççĕ. Ачасен пурнăçĕ, вĕсене мĕн пăшăрхантарни çинчен, тĕпрен илсен, никам та калаçмасть. Ачасене информаци "тинĕсĕнче" чи кирлине суйласа илме никам та пулăшмасть. Паянхи ăру малтанхисемпе танлаштарсан питĕ вăйлă улшăнса тăрать: ачасем хăйсене ирĕккĕн тытаççĕ, вăтанмаççĕ, эпир вĕсен ÿсĕмĕнче пĕлме те пултарайман ыйтусене хускатаççĕ.
Хальхи çамрăксем чунсăрлăх, хаярлăх çинчен ашшĕ-амăшĕнчен те ытларах пĕлеççĕ. Киносем, мультфильмсем, юрăсем çапăçнине, вĕлернине сăнлакан ÿкерчĕксемпе тулса ларнă. Çакă сывă психикăна усал витĕм кÿрет. Унсăр пуçне тата наркотик, пирус, алкоголь рекламисем нумай.
Тăтăш компьютер умĕнче ларнине пула йывăр задачăсене те шутлаймаççĕ. Виртуаллă тĕнчере пурăнса çамрăксем чăн пурнăçпа хутшăнасшăн мар, хутшăнма та пĕлмеççĕ. Компьютерпа вăйăсем выляса ачасем кăнттамланаççĕ, тÿрккесленеççĕ, çынна пулăшасси, хисеплесси ют вĕсемшĕн.
Çамрăксене çакăн пек серепен лекесрен хÿтĕленин усси пур-ши; Паян ашшĕ-амăшĕ ачисем çине тимлĕх уйăрманни куç кĕрет. Вĕсем укçа-тенкĕ, карьера, пурлăх, ачи-пăчине ыттисенчен лайăхрах тумлантарасси çинчен ытларах шухăшлама тытăнаççĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕшĕн тĕп вырăнта ача, вĕсем унпа хутшăнаççĕ, интересленеççĕ пулсан, ырă çын çитĕнесси куç умĕнчех.
Çитĕнекен ăрăва паянхи пурнăçра пурăнма вĕрентмелле. Ашшĕ-амăшĕн ачана ырăпа усала, тĕрĕслĕхпе суяна, усăллипе сиенлине уйăрма вĕрентмелле. Çитĕннисемпе ачасем хушшинче çакăн пек хутшăнусем пулмасан ачасем хăйсем тĕллĕнех пĕтĕмлетÿ тăваççĕ, пурнăç çине хăйсем пĕлнĕ пек пăхаççĕ. Кайран вара эпир "пирĕн ача кама хывнă-ши" тесе тĕлĕнетпĕр.
В.КУЗЬМИНА, вĕрентÿ управленийĕн психологĕ.