18 августа 2010 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулăн актовăй залĕнче район активĕпе канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркинче тăватă ыйту – ĕççи тата малашне тумалли ĕçсем, районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕ, шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне ирттересси. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ И.Моторин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Г.Васильевпа Г.Косолапов, Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Орлов, ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, тĕрлĕ службăсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Министр çумĕ С.Енилина республикăра, пирĕн районта вырма ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Унсăр пуçне выльăх апачĕ, вăрлăх хатĕрлесссипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, çĕртме тăвассипе, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ, районăн ĕç кăтартăвĕсене республикăннипе танлаштарса тишкерчĕ, типĕ çанталăка пула тăкак тÿснĕ хуçалăхсене патшалăх енчен мĕнле пулăшусем пама пăхни çинчен каласа пачĕ. Светлана Александровна доклад тунă вăхăтра япăх ĕçлекен ял тăрăхĕсене асăнсан, Михаил Васильевич çав тăрăхсен пуçлăхĕсене ура çине тăратса кая юлса пынин сăлтавĕсене уçса пама ыйтрĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен пĕри канашлăва çур сехет иртсен тин килчĕ. Мĕншĕнне калаймарĕ. "Эпĕ пуçлăха урăх суйланма шутламастăп", – кĕтмен-çĕртен лаплаттарса хучĕ çакскер. "Халăх шаннă ĕçе вĕçне çитичченех тумалла", – çакăн пек пулчĕ минстрăн хуравĕ. "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕхе, "Мотор" тата "Урюм" ял хуçалăх кооперативĕсене, Кăшнаруй тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсене ертсе пыракансен те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пукан çинчен çĕкленсе каласа пама тиврĕ. Элеватор директорне те çак шăпах лекрĕ.
Канашлу вăхăтĕнче апат-çимĕç рынокĕнче сиксе тухнă лару-тăрăва сÿтсе яврĕç. Экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ И.Моторин продуктсен хакĕсене нимпе çирĕплетмесĕр ÿстерессине чармалли мерăсемпе паллаштарчĕ. Пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ продуктсен хакĕсене кирлĕ пек тытса тăмаллисен шутне çаксем кĕреççĕ: аш-какай, чăх-чĕп, шăнтнă пулă, услам çу, тип çу, тăпăрч, çăмарта, сахăр-песук, чей, ыраш çăкăрĕ, тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр тата булка изделийĕсем, рис, вир кĕрпи, хура тул кĕрпи, вермишель, çĕр улми, купăста, сухан, кишĕр, панулми. Чунĕпе таса мар предпринимательсем хальхи йывăр лару-тăрупа усă курса çынна куллен кирлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакĕсене ÿстерсе яма именсе тăмаççĕ. Иван Борисович районăн сциаллă пурнăçĕпе экономикин аталăнăвĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ.
М.Игнатьев республика бюджетĕнчен уйăрса паракан укçа-тенкĕпе усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Больницăсем, шкулсем, ача сачĕсем валли туянакан продуктсен хакĕсене тĕрĕслесе тăмалла. Хăпартса янă хаксемпе туянма юраманни çинчен, тивĕçлĕ службăсен çакна куçран вĕçертмелли марри пирки Михаил Васильевич хытарсах каларĕ, бюджет укçи-тенкипе ăçта, мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăрассине лайăхлатма хушса хăварчĕ. "Кашни ертÿçĕн яваплăх шайне туймалла, çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнмалла", – пĕтĕмлетрĕ вăл.
Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров тата "Раççей ял хуçалăх банкĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертÿçи И.Письменская ял хуçалăхне аталантарма кредит илесси мĕнле пынипе паллаштарчĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев шкулсемпе ача сачĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес енĕпе туса ирттернĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех пепкисене садика вырнаçтарас текенсен черечĕ вăрăмланни çинчен пĕлтерчĕ. Уйрăмах ку енĕпе хула çывăхĕнчи ялсенче йывăртарах. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ушкăнсем уçăлаççĕ пулин те, лару-тăру çав-çавах кăткăс. Шкулсенче тума палăртнă ĕçсене пурнăçлама кансĕрлекен пысăк чăрмав вăл – укçа-тенкĕ çитменни. Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров районта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне хатĕрленсе ирттерсе ярас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çывăх вăхăтрах тумалли ĕçсене палăртрĕ. Кĕрхи çĕртме тăвасси, кĕрхи культурăсене палăртнă чухлĕ акасси, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесси, утă-улăма урăх регионсенчен кÿрсе килессине кирлĕ пек йĕркелесси, фермăсенчи витесене юсаса çитересси тĕп ĕçсем пулса тăраççĕ.
Республикăн Ял хуçалăх министерствин пуçлăхĕ мăйракаллă шултра выльăхсен йышне чакарас мар тесе вăраха ямасăр кирлĕ мерăсем йышăнмаллине палăртрĕ.
Канашлу хыççăн М.Игнатьев "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхе çул тытрĕ. Кунта вăл кĕрхи тырă акма çĕр мĕнле хатĕрленипе интересленчĕ. Хуçалăх ертÿçи В.Ефимов выльăх-чĕрлĕх фермине çĕнетес ĕç епле пынипе паллаштарчĕ. Пăру, ĕне витисенче, самăртмалли, пăрулаттармалли, сумалли пÿлĕмсенче пулчĕç. Вениамин Михайлович малалла аталанас тĕллевпе тата 100 пуç ĕне туянас шухăшлă пулни çинчен пĕлтерсен, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ çапла каларĕ: "Чылай хуçалăхра типĕ çанталăк çине йăвантарса ĕне выльăхсен йышне чакараççĕ пулсан, ку хуçалăхра вара пачах урăхла – вĕсен шутне ÿстересшĕн. Çакна пурнăçа кĕртмелли услови кунта çителĕклĕ. Ертÿçĕ малашлăх çинчен шутлани – унăн ертсе пырас ăсталăхăн кăтартăвĕ". Хуçалăхра выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ.
Малалла çул Каçал тăрăхне пулнă. Унта М. Игнатьев "Комсомольскинчи ял хуçалăх техники" акционерсен уçă пĕрлĕхĕнче çĕр улми тата ытти пахча çимĕç типĕтмелли цех тăвасси епле пынипе паллашнă. Пĕрлĕх гендиректорĕ В.Ямашев цех ĕçĕ çинчен каласа панă. "Кунта тата 94 ĕç вырăнĕ пулĕ. Продукци хатĕрлеме саккас паракансемпе çыхăну йĕркеленĕ. Цеха кăçалхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче хута яма шутлатпăр", – пĕлтернĕ пĕрлĕхĕн директорсен канашĕн председателĕ А.Капитонов.
Комсомольскинчи Культура çуртĕнче М.Игнатьев районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Вăл комсомольскисен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пытарман, кăçалхи çур çулта тунă ÿсĕмсемшĕн района ертсе пыракансене тав тунă.
В.АЧЧА.
Типĕ çанталăка пула тата тыр-пул пĕтнине кура республикăн тÿрлетÿсем кĕртнĕ бюджетĕнче хресченсене тата агропромышленность комплексне патшалăх енчен пулăшас тĕллевпе 352 миллин та 800 пин тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне ял хуçалăхне химилемелли хатĕрсем туянма тата 40 миллион та 500 пин тенкĕ хушса параççĕ. Тыр-пула страховани тума 210 миллион та 900 пин тенкĕ уйăрассине татса парас ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Унччен маларах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн фондĕнчен вăрлăх туянма хресченсем валли 11 миллион та 700 пин тенкĕ уйăрнăччĕ. Ял хуçалăхне пулăшма палăртнин пĕтĕмĕшле сумми – 620 миллион тенкĕрен кая мар.