13 августа 2010 г.
А.С.Семин ахаль колхозникран Раççей ял хуçалăх министрĕн çумĕ таран ÿснĕ (70-80-мĕш çулсенче). Тĕш тырăпа выльăх апачĕ тата техника культурисене туса илес тĕлĕшпе явап тытнă. 1991 çулта, çĕр реформин пуçламăшĕнче, министерствăран кайнă. "Раççей вăрлăхĕ" ятпа акционер фирми йĕркеленĕ.
Фирма паян кун та тĕрлĕ культура сорчĕсене тĕпчет, вĕсене малалла сарать.Пурте пĕлекен "Колобок" купăста сортне сарнипе пĕрлех шыçă чирĕсене хирĕç кĕрешекен, çăвĕ йÿçĕхмен йĕтĕн сортне ĕрчетес ĕçе вĕçленĕ. Кирек епле çул та 32-36 процент таран клейковина паракан кĕрхи тулла (хальлĕхе сорт мар-ха) тĕпчес ĕç вĕçленсе пырать.
А.С.Семин 14 çул (2007 çулччен) Раççейри вăрлăхпа ĕçлекенсен союзне ертсе пынă, Пĕтĕм тĕнчери Генеральнăй ассамблейăн союзĕн членĕ пулнă, ял ыйтăвне çĕкленĕ нумай кĕнеке авторĕ.
– Альберт Семенович, 1991 çулта çĕршывра "Раççее фермер кăна тăрантарать" текен лозунгпа çĕр реформи пуçланчĕ. Унтанпа çирĕм çул иртрĕ. Сирĕн шутпа Раççей ял хуçалăхĕнче мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç;
– Пысăк улшăнусем! Колхозсемпе совхозсене пĕтерчĕç. Ялта уйрăм предпринимательсем, фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсем, пысăк холдингсем йĕркеленчĕç. Фермер юхăмĕ пуçланнă майĕпе патшалăх хресчене пăрахса ялта выльăх апачĕ хатĕрлес тытăма, сутас тата илес, юсавпа строительство ĕçĕсене пăрахăçларĕ. Паян кун та шанчăклă фермер тытăмĕ çук. Фермерсен аллинчи çĕр мĕнпурĕ те 14 процент кăна, вĕсем ял хуçалăх продукцийĕн 7-9 процентне туса илеççĕ.
Çĕр реформин çулĕсенче ял хуçалăхĕ пысăк тухăçлă отрасль пулаймарĕ. Раççей апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен никама та пăхăнманлăхне çухатрĕ. Ял хуçалăхĕнчи юлашки çитĕнÿсене пăхмасăрах кризис тăсăмĕпе пĕрлех ял малалла арканать.
– Çакă ăçтан курăнать;
– Çĕршывăн тĕп пуянлăхĕ – сухалакан çĕрсем пĕтеççĕ. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче пĕр татăк çĕршĕн тăван тăвана хирĕç кайнă. Халĕ, историре пĕрремĕш хут, 45 млн гектар çĕр хыт хура айĕнче усăсăр выртать, вак вăрман айне пулать.
– Тĕш тырă туса илес ĕçре çакă еплерех палăрать;
– Пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкĕ 63,1 млн гектартан (1990 çулта) 43 млн гектар юлчĕ.
Реформăччен çулталăкра вăтамран çын пуçне 709 кг тырă çапса илнĕ пулсан, юлашки пилĕк çулта – 624 кг (Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче – 1390 кг).
– Апла эпир тырă сахалтарах пухса илме пуçларăмăр;
– 1986 çултан пуçласа 1990 çулччен Раççей çулталăкра 104 млн тонна тырă туса илнĕ. Юлашки вăхăтра 88 млн тонна илетпĕр.
– Миçе хутчен Раççей 100 млн тоннăран ытларах тырă пухса илнĕ;
– 1968 çултан пуçласа 1993 çулччен çĕршыв 12 хутчен 100 миллион тоннăран ытларах тырă туса илнĕ.
– Çĕршыва мĕн чухлĕ тырă кирлĕ;
– Раççей тата тĕнче наукин тĕпчевçисем каланă тăрăх, халăха çăкăр-булка изделийĕсемпе тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсемпе тивĕçтерме çулсерен çын пуçне тонна яхăн тырă туса илмелле. Хăвăрах куратăр, çăкăрпа тивĕçтересси япăхланчĕ, нормăна çитме питĕ аякра. Пĕтĕмĕшле çĕршывĕпе çулталăкне сахалтан та 140-150 млн тонна тырă кирлĕ. Çавăн чухне кăна пирĕн рацион нормăна çывхарать.
– Ют çĕршывсене тырă сутасси вара;
– Раççей халăхне хамăр туса илнĕ тĕш тырăпа тивĕçтерес тетпĕр пулсан, çитес çулсенче юта тырă сутасси малашлăхсăр. Унсăр пуçне патшалăх фермертан хăй хаклăхĕнчен сахалтарах хакпа тырă туянса ăна хăйшĕн услам тума сутаймасть – пирĕн тырă пахалăхĕ начар-çке. Çакнашкал лару-тăру тырă туса илессине пушшех чакарать.
– Кăна мĕнле ăнланмалла-ха;
– Раççей ял хуçалăх наука академийĕн президенчĕ Г.Романенко тырă пирки чăнлăха уçса çапла тухса калаçнă: "Пирĕн лайăх пахалăхлă тырă та, çавăн пекех граждансене наука тĕлĕшĕнчен тĕрĕс çитермелли тата тĕнче рынокне тухмалли ассортимент та çук. Мĕнле тулă туса илетпĕр-ха эпир; Мĕнпур тырăран I, II класли икĕ процент кăна. Тĕнче рынокне те икĕ процентпа тухатпăр... Юлашки 15-20 çул хушшинче тырăри белок шайĕ икĕ процент чакрĕ. 14 процентлă белокран иккĕшне çухатни вăл – питĕ нумай. Тырă пахалăхĕ тăруках чакса ларчĕ. Элеваторсенче 8-11 миллион тонна тырă выртни пирки калаçатпăр. Ку вăл – IV, V класлă тырă, ăна мĕнле те пулин пулăшу вырăнне е питĕ йÿнĕ хакпа илеççĕ.
Хам енчен çакна хушасшăн: ют çĕршывсене тырă ытларах сутса укçа тăвас тени – йăнăш утăм. Çак тĕллев вăхăтлăх кăна пулмалла. Юта турттарни хресчене тупăш та параймасть, çĕршыв ят-сумне те çĕклеймест. IV, V класлă тырăпа суту туни вăл цемент вырăнне хăйăр сĕнниех.
– Раççейре Иван Грозный вăхăтĕнченпех тырă çитмест. Мĕнле-ха тырă çителĕклĕ тата вуншар миллион тонна ытлашши пулса тухрĕ;
– Историре нихçан пулман пулăм йĕркеленчĕ – реформа вăхăтĕнче 37 миллион пуç е мăйракаллă шултра выльăхăн 63 проценчĕ, сыснасен, сурăхсен тата качакасен 50 проценчĕ пĕтнĕ. Енчен те реформăччен выльăха тăрантарма хамăрăн тырă 70 млн тонна кайнă пулсан, 20-30 млн тоннине ютран туяннă. Халĕ 100 миллионран виççĕмĕш пайне никама çитерме çук. 1990 çулта çын пуçне 75 кг аш туса илнĕ, халĕ – 45 кг (Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче – 120 кг). Çавна май 2008 çулта тĕнчери 40 çĕршывран 2,4 млн тонна аш кÿрсе килнĕ (1990 çулта – 174 пин тонна).
Çĕнĕ аграри политики хатĕрленĕ чух пирĕн мĕнпур вăя выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма ямалла. Пире ютран вăйпа чышакан ашран хăтăлмалла. Хамăрăн та çителĕксĕррине эпир тĕнче рынокне кăларатпăр. Пирĕн çĕршыври пуян çынсем çулталăкне 120-130 кг аш çиеççĕ пулсан, ыттисене какайсăр пурăнма сĕннĕ пек пулать, мĕншĕн тесен ютран кÿрсе килнĕ лайăх аш çиме нумайăшĕн укçа çук. Тырра йÿнĕпе сутиччен хамăр тырăпа аш туса илни усăллă пулмалла. Ун чухне долларпа иккĕленÿллĕ какай туянса лармăттăмăр. Çакна май пур таран хăвăртрах тумалла, мĕншĕн тесен халăх çăкăрпа çĕр улми çине куçса пырать...
– Реформа çулĕсенче пиншер машинăна тимĕр-тăмăра ячĕç. Питĕ йÿнĕ хакпа ăна ют çĕршывсене сутрĕç. Пурлăхпа техника базинчен мĕн юлчĕ;
– Тракторсен йышĕ 1 млн 366 пинрен 455 штук юлчĕ – 3 хут чакрĕ; комбайнсем – 3,5 хут, ытти машинăсем 3-4 хут сахалланчĕç. 20-40 çултан кăна хамăр вăйпа трактор паркне малтанхи шая çитерме пултаратпăр. Мĕншĕн тесен çулталăкне мĕнпурĕ те 10 пин трактор кăна кăларатпăр.
– Минерал удобренийĕсемпе лару-тăру еплерех;
– Удобрени хакне сăлтавсăрах вышкайсăр пысăклатнăран хресчен ăна туянаймасть. Туса кăларакан удобренин 12 проценчĕпе кăна усă куратпăр. Ун вырăнне удобренин 85-90 процентне ют çĕршыв фермерĕсем валли турттаратпăр.
– Мĕншĕн тавар туса кăларакансем юлашки икĕ çулта питĕ нумай кредит илсе тултарчĕç; Ялсене финанслас тĕлĕшпе мĕн пулса иртет;
– Раççейре çур ĕмĕр хушшинче пирвайхи хут вăрлăх рынокĕ те пĕтсе ларчĕ. Ăна туянма укçа пачах çук. Реформăччен ял хуçалăхне валли бюджетăн тăкакламалли пайĕн 19 процентне уйăрнă пулсан, халĕ – 1 процент. Çакă çитес çулсенче питĕ нумай укçа хывасси патне çитерет. Мĕншĕн тесен производствăна пурпĕрех çĕклемелле.
Аграри наукипе селекци валли укçа сахал уйăрни те япăхпа вĕçленет. Кивĕ те пахалăхсăр сортсем çĕнĕрен вăй илĕç. Унсăр пуçне удобренисĕр йăшнă çĕртен паха тырă илейместĕн. Çĕр ĕçĕнчи экономика çитĕнĕвĕ вара çĕнĕ сортсемпе çыхăннă.
– Кăçал тырă интервенцийĕ пуласса кĕтетĕр-и;
– 2009 çулта сĕтпе тата тырăпа ăнăçсăр интервенци пулчĕ. Фермерсемпе кооперативсемшĕн вăл чăн-чăн укçа-тенкĕ инкекне çаврăнчĕ. Энергипе удобрени хакĕ питĕ пысăкланнине пула тавар туса кăларакансем аптăраса ÿкрĕç, тупăшсăрах ĕçлерĕç.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме илĕртнипе тата субсидисемпе астарнипе кăна тупăшлă производство йĕркелеме май çук.
– Çĕр рынокĕпе лару-тăру еплерех;
– Çĕр рынокĕ ăна сутассипе çыхăннă сĕнÿсемпе тулса ларчĕ, уйрăм инвесторсем ялтан тарма пуçларĕç. Çĕр илĕртми пулчĕ. Патшалăх Думи çĕре тухăçлă усă курассипе мерăсем йышăнать. Анчах та фермерсене çĕре чикĕлес тата регистрацилес тĕлĕшпе пысăк пулăшу кирлĕ. Патшалăх вĕсене çĕр ĕçне явăçтарчĕ пулсан тăкакне саплаштарма та пулăшмалла.
– Ютран кÿрекен апат-çимĕçе еплерех хак паратăр;
– 2008 çулта, пирвайхи хут, апат-çимĕç импорчĕ 36 млрд доллара çитнĕ. Усă куракан мĕнпур продукцин 45 процентне ютран кÿнĕ. Çĕршыв апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен никама пăхăнманлăхне çухатрĕ. РФ Суту-илÿпе промышленность палатин кăтартăвĕсем тăрăх, Раççей юлашки 15 çул хушшинче 7-мĕш вырăнтан 71-мĕшне анса ларчĕ.
– Реформа пирки мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать;
– Çĕр реформи вăхăтĕнче ял арканчĕ, ĕçсĕрлĕхпе апат-çимĕç ыйтăвĕ çивĕчленчĕ. Тĕплĕ аграри политики çукки, патшалăх пурнăçланайман сĕнĕвĕсемпе хушша кĕни, ирĕк рынока хăпартлантарни, чарусăр монополизм тата сиенлĕ конкуренци ял хуçалăх производствине чылай регионта 25-30 çул каяллахи шая антарса лартрĕ. Çăкăр туса илекенĕн çак аркану тапхăрĕнче пурнăç интересĕ çухалчĕ. Халĕ çулталăкне вăтамран 75-80 млн тонна тырă кăна туса илетпĕр. Ку вăл 60-мĕш çулсен варринчи кăтарту шайĕ.
– Эсир хăвăрăн "Агони, е Кризисран тухасси" кĕнекере çĕнĕ аграри политики хатĕрлеме, ăна пурнăçламалли тĕп çул-йĕрсене палăртатăр. Анчах çĕршывра икĕ уйăх ĕнтĕ шăрăх çанталăк хуçаланать. ХХ ĕмĕрте Раççейĕн Европа пайĕнче 14 хутчен шăрăх та типĕ çанталăк пулнă, Çĕпĕр регионĕсенче – 8.
– 2000-2009 çулсенче çĕршывра питĕ лайăх çанталăк условийĕсем пулчĕç. Нумайăшĕ пысăк тухăç илнине çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнипе çыхăнтарчĕ. Тĕрĕссипе каласан, çĕнĕ технологисем мĕнпур лаптăкăн 12-15 процентне те йышăнмаççĕ. Уйрăмах 2008 çул ăнăçлă пулчĕ, 108 млн тонна тырă илтĕмĕр. Хамăра ăнăçлă ĕçлекенсем пек туйма, кăçалхи типĕ çула та çăмăллăн чăтса ирттерес пек кăтартма пуçларăмăр. Анчах та лару-тăру питех те йывăр, правительство çине тăрсах хутшăнни кирлĕ. Çитменнине 2011 çулта хĕвел нихçанхинчен те активлăрах пулмалла теççĕ. Ял хуçалăх министерстви шăрăха пула сиксе тухнă йывăрлăхсене хăй тĕллĕн çеç татса параймасть.
– Шăрăха хирĕç мĕнле кĕрешме пултаратпăр;
– Пĕр тăхтаса тăмасăр пурнăçламалли хăш-пĕр майсене кăна асăнатăп. Чи малтанах çĕршыври мĕнпур регионти агропромышленность комплексĕнче лару-тăрăва объективлă хак пама тата тишкерме правительство комиссийĕ йĕркелемелле. Шăрăхпа шар курнă кашни регионта кĕпĕрнаттăрсем ертсе пынипе çакнашкал комиссисем йĕркелемелле.
– Тата мĕн;
– Кĕпĕрнаттăрсемпе тата ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ертÿçĕсемпе вырăнсенче канашлусем ирттермелле, кашни облаçри лару-тăрупа кăсăкланмалла, кĕпĕрне мĕн тунине, комисси ăна мĕнле пулăшнине тишкермелле. Çĕр ĕçлекене лăплантармалла, тĕрĕс çул кăтартмалла. Шар курнă облаçсенчи ял хуçалăх предприятийĕсене кĕске вăхăтлăха панă кредитсемпе татăлма 3 çул панă теççĕ. Ку лайăх. Анчах та кунта ял хуçалăх чĕр таварĕсемпе ĕçлекен предприятисене те кĕртмелле. Элеваторсенчи мĕнпур тырра шута илмелле, ăна мĕнле нушасемшĕн усă курмаллине палăртмалла. Ют çĕршывсене тырă турттарассине чармалла. 2010-2011 çулсенче çĕршыври мĕнпур регионти халăха çăкăрпа тивĕçтерме тыррăн интервенци фондне çĕнĕрен пăхса тухмалла. Çак фондри тырра регионсенчи бюджетсене дотацилесе, федераци пулăшăвĕ парса сутмалла. Сахал белоклă тырра чăх-чĕп фабрикисене чи йÿнĕ хакпа сутмалла. Çăкăр пĕçерме юрăхлă мĕнпур тырра регионсенчи комиссисен шута илсе тĕрĕслесе тăмалла. Облаçсемпе республикăсенче çĕнĕ тата кивĕ тухăçран апат-çимĕç тыррин резервне хатĕрлемелле.
Çĕршывра хамăра çимелĕх услам çу та туса кăлараймастпăр. Тип çусăр та юлас мар тесен Раççей ял хуçалăх банкне хĕвел çаврăнăшпа рапса пухса кĕртме укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшма хушмалла. Банка вара РФ Правительствин резервĕнчен пулăшу кÿмелле.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма мĕнпур майпа усă курмалла. Аш, сĕт тата тырă туса илнĕ çĕрте хаксен шайлашусăрлăхне пĕтермелле. Мăйракаллă шултра выльăх йышне сыхласа хăварма утă-улăм хатĕрлес ĕçе лайăхлатмалла.
– Кĕрхи культурăсемпе, вăрлăхпа мĕн тумалла;
– Кĕр аки тума çĕр хатĕрлессине хăвăртлатмалла, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсен, минерал удобренийĕн, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсен тата юсав пайĕсен хакĕн 50 процентне субсидилемелле. Çитес çур аки валли вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлесе хăвармалла.
Кăларăма Раççей хаçат-журналĕпе усă курса
Е.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.