АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИТĔНŸШĔН ТАВ ТУНĂ

13 августа 2010 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Раççей чысне Будапешт хулинче юниорсен тĕнче чемпионатĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе хÿтĕленĕ ентешсемпе тĕл пулнă. Вĕсем Карăклă хĕрĕ – Н.Федорова тата районти спорт шкулĕн воспитанникĕ А.Афанасьев. Надя кĕмĕл, Антон бронза медаль çĕнсе илнĕ.

"Кавир çинче питĕ ăнăçлă кĕрешрĕр, чăннипех те маттур эсир. Çакă ытти пысăк ăмăртусене хутшăнмалли лайăх старт пуласса шанатăп", – палăртнă Владислав Васильевич. Вăл Надьăпа Антона çитĕнÿ тунă ятпа районта пурăнакансен ячĕпе тав тунă, саламланă.

"Тĕнче чемпионатĕнче, Олимп вăййисенче чăваш ятне ярас марччĕ", – тенĕ тĕл пулăва килнĕ А.Афанасьевпа Н.Федорова. Вĕсем хăйсене тĕнче чемпионатне хутшăнма хатĕрленĕ çынсене, уйрăмах тренерсене, ăшă сăмахсемпе тав тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика