13 августа 2010 г.
Чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче апат-çимĕç рынокĕнчи хаксене стабильлĕ тытса тăрас тĕллевпе район администрацийĕн актовăй залĕнче суту-илÿ сферинчи организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров уçнă, вăлах ертсе пынă.
Экономика пайĕн пуçлăхĕ В.Александрова пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем мĕнле лару-тăрура пулни çинче чарăнса тăчĕ. Вăл çак енĕпе районти 36 магазинта, райпон икĕ объектĕнче, ял хуçалăх пасарĕнче ирттернĕ хаксен тĕрĕслевне пĕтĕмлетнĕ.
Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн пуçлăхĕ В.Михайлова потребительсен рынокĕнчи предприятисенче коллективлă договорсем хатĕрлесе вĕсене йышăнмаллине аса илтернĕ. Суту-илÿ объекчĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе патшалăх пушар тĕрĕслевĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ф.Смирнов тĕплĕн паллаштарнă, залтан панă ыйтусене хуравланă.