АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĂЙĔН ĔÇНЕ ЛАЙĂХ ПĔЛЕТ

13 августа 2010 г.

Шалти службăн аслă прапорщикĕ В.Григорьев – 15-мĕш пушар чаçĕн пултаруллă сотрудникĕсенчен пĕри. Унăн ачалăхĕ Сухайкассинче иртнĕ. Малтан ялти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. Канашра вăтам пĕлÿ илнĕ. Техникăна, уйрăмах машинăна юратни ăна Тăвай шоссе урамĕнче вырнаçнă автоколоннăн автошкулне вĕренме кайма хистенĕ. Водитель правине алла илсен салтака кайма ят тухнă. Ăна вăл Демократиллĕ Германи Республикинче ирттернĕ. Чыслăн пурнăçланă вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе.

Салтак тумне хывсан пĕр хушă Канашри ПАТПра автобус çÿретнĕ. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа Чулхулари автотранспорт техникумĕнче вĕреннĕ. 1992 çулта Владимир Николаевича пушар хуралне аслă техника ĕçлеме йышăннă. Унăн тĕп тивĕçĕсем – пушар сÿнтермелли техникăна ялан юсавлă тытасси, техника документацине йĕркелесе тăрасси, çунтармалли тата сĕрмелли материалсене мĕн чухлĕ пĕтернине, ăна упрассине шутра тытасси.

В.Григорьев Канашри нефтебазăри пушара сÿн-тернĕ, Мисчĕ станцинче чукун çул цистернисенчен фенол юхса тухнипе сиксе тухнă инкеке пĕтернĕ çĕре хутшăннă. Владимир Николаевича "Лайăх службăшăн" медальпе наградăланă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика