АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛЛИ–УРИНЕ ХУТА ЯНĂ

11 августа 2010 г.

Мăкăр ялĕнче упăшкипе арăмĕ хирĕçсе кайнă. Хĕрарăм пăта кăлармалли хатĕр ярса илнĕ те мăшăрне çапса вĕлерессипе хăратса çак тимĕр татăккипе хăмсарма тытăннă. Арăмĕ упăшкине çак япалапа пуçĕнчен кĕрĕслеттернĕ. Тарăхса кайнă арçын ăна сулахай чĕркуççинчен тапнă. Хытах лектернĕ вăл – хĕрарăма район больницин травматологи уйрăмне илсе кайнă. Иккĕшне те медицина пулăшăвĕ панă. Вĕсем хушшинче мĕн пулса иртнине тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе пакунлисем тĕпчев ĕçĕ пуçарнă.

Шаккăл ялĕнчи арçын хăйĕнпе пурăнакан хĕрарăма ракатка хăмипе хĕненĕ. Аслă Маминче вара икĕ хĕрарăм ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн пĕр-пĕрне тем те пĕр каласа хăртма тытăннă. Аслăраххин чăтăмĕ пĕтнĕ пулас, вăл хăйĕнпе хирĕлекене çĕçĕпе хырăмĕнчен яшлаттарнă. Аманнине больницăна ăсатнă.

Пульницăна Кайăкьялĕнчи 34 çулти арçынна илсе пынă. Ăна самаях хĕнесе пĕтернĕ. Куç айĕсем кăн-кăвак, пуç çинче хăпарса тухнă вырăнсем. Ăна кам кÿпкенине те шыраса тупнă, вăл – Вăтапуç çамрăкĕ. Шăхасан арçыннине Тăрăн çынни пульницăна каймаллах ислетнĕ. Пуçне пушă кĕленчепе çапса шăтарнă.Канашра пурăнакан 42 çулти арçын Чулкăмака ялне кайсан тăван ашшĕ çине алă çĕклеме хăйнă. 70 çулти ватта пуçĕнчен хытах амантнă. Вăт мĕнле тав тунă çав арçын ашшĕне хăйне пăхса ÿстернĕшĕн.

Атнаш ялĕ çумĕнче, Çĕрпÿ–Ульяновск трасса çинче, "Хонда" автомашинăна тытса чарнă. Унăн хуçи – Вăрнар районĕн çынни. Айăплавран хăтăлас шутпа вăл ГИБДД инспекторĕ умне 100 тенкĕлĕххи 5 штук кăларса хунă. Лешĕ чунне укçалла сутман. Çак ĕçпе уголовнăй ĕç пуçарма шутлаççĕ.

Вырăскас Пикших ялĕ çывăхĕнче пакунлисем Патăрьел çынни тытса пыракан "УАЗ-330364" машинăна чарнă. Кузовра хура металл выртнă. Ăна ăçтан турттарса тухнине çирĕплетекен нимĕнле документ та пулман. Çак фактпа административлă протокол çырнă.

Вăт ку парать-тăк парать. Канаш çумĕнчи ялсенче пурăнакан шкул ачи ял пĕвине пулă мар, кăвакал тытма кайнă. Çакскер 33 çулти хĕрарăмăн 7 кăвакалне йăтса кайнă.

Ушанар водителĕ Шăхасан ялĕ патĕнче хирĕç килекен машина çине перĕннĕ. Ăна, пуçран аманнăскере, больницăна вырттарнă.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика