11 августа 2010 г.
Сулхăнра та 40 градус пулни Африкăпа Европа вырăнĕсемпе улшăннăн туйăнать. Пĕрмай чуна уçса яракан сивĕ шыв ĕçес, çил çинче вĕриленнĕ ÿт-пĕве уçăлтарас килет. Нарăс уйăхĕнче çăлсенчи шыв тарăна кая пуçларĕ, çуркунне тулать пулĕ-ха терĕмĕр. Çук, апла пулмарĕ, шăрăхсем çитсен хăшĕсем типсех ларчĕç.
Энтрияль тăрăхĕн территоринче пилĕк ял. Вĕсенче кашнинчех обществăлла пусăсем пур, хăшĕ-пĕрисен кил хуçалăхĕнче çăл алтнă. Энтриялĕнчи çăлсенче шыв çукпа пĕрех. Юрать-ха шыв башнисем, вĕсем вара виççĕ, ĕçлеççĕ. Ял çыннисем ыйтнипе килти хуçалăхра усă курма тракторпа цистернăра шыв турттарассине йĕркеленĕ. Çăл куçсем пирки те манман. Вĕсем Энтриялĕнче те, Çĕнĕ Пинерте те тапса тăраççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн чи шăрăх çулĕсенче те вĕсем типсе ларман. Энтрияль çывăхĕнчи "Аслă çерем" текен çăл куçа А.Гурьев депутат пуçарнипе тасатса тирпейлерĕç, тутăхнă пăрăхсене çĕннипе улăштарчĕç, валак вырнаçтарчĕç. Халĕ ял халăхĕ витре йăтса таса та уçă шыв патне тулли кăмăлпа тухса утать.
А.ВИТАЛЬЕВ.