АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АМĂШĔН СЕРТИФИКАТНЕ ВĂРЛАНĂ

11 августа 2010 г.

Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи 49 çулти арçын чейсĕр пĕр кун та пурăнаймасть, ахăртнех. Чейне питĕ пылак тума юратать пулас. Çав кун песукĕ пĕтнĕ пулнă-ши килĕнче. Каçхине саккăр çитеспе хĕрĕх урлă каçнă хĕрарăмăн пÿртне йăпшăнса кĕнĕ. Тем самантран унтан 50 килограмлă сахăр миххине йăтса тухнă. Халĕ вара песук йÿнĕ мар. Хуçи ăна 1550 тенкĕ парса туяннă. Çак кунсенче вăрра следователь патне чĕнтернĕ.

Уçырмара пурăнакан вăтăрти арçыннăн гаражĕнче тĕрлĕ маркăллă машинăсен 9 кустăрми çухалнă. Пĕтĕмпе 15 пин тенкĕлĕх. Преступника шырама пуçланă. Часах тытнă ăна, вăл – 29 çулти Шăхасан çамрăкĕ.

Комсомольски районĕнчи Асанкасси арçынни Пĕршенер ялне килнĕ. Ырăпа мар, усалпа килнĕ вăл. Çитменнине тата çĕрле. Çакскер киоскăн стенине мăлатукпа тата пăта кăлармалли хатĕрпе ватса хăйне кĕмелĕх шăтăк тунă. Каялла 1600 тенкĕлĕх тĕрлĕ таварпа йăраланса тухнă.

Высоковка ялĕнче пушă ларакан çуртра çичĕ пин тенкĕ тăракан, бензинпа ĕçлекен пăчкă таçта кайса кĕнĕ. Канашра пурăнакан хуçи çакăн çинчен милицине евитленĕ. Пакунлисем каланă тăрăх, ăна тăванĕн ачи инкек кăтартнă. Халĕ çак тĕрĕсех-ши тесе следстви пуçарнă.

Çăлпуç ялĕ çывăхĕнчи "Солнечный" коллективлă садра 50 çулти арçын хуçалăхĕнчи 1775 литр кĕрекен тимĕр шăнăçулăха вăрласа кайнă. Вăрра шыраççĕ.

Вырăскас Пикших ялĕ патĕнче пакунлисем 43 çулти арçын тытса пыракан "ГАЗ-САЗ-3507" машинăна тытса чарнă. Кузовра 24 ăвăс пĕрене, 9 хăма выртнă. Çак материалсене Йĕпреç лесничествин Çĕнĕ Выçлинчи кварталĕнчен тиесе тухнă. Водитель çумĕнче вăрламаннине çирĕплетекен нимĕнле документ та пулман. Материала тĕрĕслеме Йĕпреç милицине ярса панă.

Тăхăрвунна çывхаракан кинемее (упăшки – вăрçă инваличĕ, çĕре кĕнĕ) Шупашкарта хваттер туянма сертификат панă. Сасартăк çак документ çухалнă. Çакăн пирки прокуратурăна заявлени пырса выртнă. Тĕрĕслев сертификата ултавлă майпа кинемейĕн Шупашкарта пурăнакан хĕрĕ хĕстерсе кайнине палăртнă.

Мăкăр ялĕнчи 14 çулти хĕрача Çĕнĕ Мами выçăлккинче тата Çĕнĕ Юнтапа ялĕнче "Пенное серебро" тата "Серебряный источник" сăра туяннă. Саккунпа çул çитмен ачасене алкоголь продукцийĕ сутма юрамасть. Çак фактпа административлă протокол çырнă. Сутуçăсене айăплав кĕтет.

Çирĕм тăватă çулти çамрăк, Яманкассинче пурăнаканскер, 29 çулти хĕре урипе сылтăм аллинчен тапнă, ĕнсинчен пуканпа çапнă. Усал хыпар милицине те çитнĕ. Пакунлисем следстви пуçарас шутлă.

Пульницăна 33 çулти хĕрарăма илсе пынă. Вăл организмне уксус ĕçсе наркăмăшланă. Хăй каланă тăрăх, ĕçрен ĕçсе килнĕшĕн упăшки вăрçни килĕшмен ăна. Кÿреннĕ вăл, çавăнпа хăй çине алă хума шутланă. 27 çулти арçын та леш тĕнчене хăй ирĕкĕпе кайма хăтланнă. Çĕçĕпе хăйне хырăмĕнчен чикнĕ. Унăн пурнăçĕшĕн шурă халатлисен самаях тăрăшма тивнĕ.

Кăшнаруй ялĕнче судпа айăплассинчен тарса çÿрекен 31 çулти арçынна тытнă. Вăл – Чулхула облаçĕнчи Балахна хулин çынни.

Икĕ çулти хĕр пĕрчин аллине аскорутин текен витамин таблеткисем лекнĕ. Тутанса пăхнă вăл ăна. Килĕшнĕ пулас, темиçе таблетка çăтса янă. Тем вăхăтран хĕрача хăйне япăх туйма пуçланă. Больницăна илсе кайнă. Врачсем унăн организмĕ наркăмăшланнине палăртнă. Хĕр пĕрчин пурнăçне çăлса хăварнă.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика