11 августа 2010 г.
Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Н.Андреев пире пусăрăнчăк кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Сăлтавĕ часах уçăмланчĕ.
– Иртнĕ çул кашни гектартан 28 центнер тĕш тырă пухса кĕртрĕмĕр. Кăçал тухăç 10 кăна тухрĕ. Нимĕн те тăваймăн: çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Темиçе уйăх ĕнтĕ çĕр çумăрсăр нушаланать. Тип шар ÿсен-тăрана çитĕнме памарĕ. Акă сĕтел çинче – çĕр улми. Ĕнер кăна кăларнăскер. Аçтăрхан мăйăрĕ пысăкăш çеç вĕт...
Кĕçех Атнаш йĕтемне çитрĕмĕр. Чăн та, тырă сахал.
– Пĕлтĕр ку вăхăтра тырă купи сăрт пек курăнатчĕ, – сăмах хушрĕ Людмила Петрова Галина Якимовăпа автомашинăран урпа пушатаканскер.
Акă Юрий Дмитриев водитель хиртен урпа турттарса килчĕ, Надежда Рязанова ăна виçрĕ.
Уй-хире те çитсе килтĕмĕр. Урпа сайра шăтнă, çăпала аври çÿллĕш кăна.
– Николай Степанович, хуçалăхсем тÿснĕ тăкака патшалăх саплаштарĕ-ши; – ыйтатăп Киров ячĕллĕ хуçалăх ертÿçинчен. Сăмах май, хуçалăха вăл 30 çул ертсе пырать.
– Ку ыйтăва Раççей Правительствин шайĕнче татса памалла, – пулчĕ хурав. - Пулăшмасан нумай хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ÿкесси халех курăнать. Пирĕн кооператив аптрамĕ, мĕншĕн тесен ура çинче çирĕп тăрать. Укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ кăçалхи çур çулта, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 178 процент ÿсрĕ.
Хирте пĕр кана калаçса тăтăмăр. Часах пирĕн тĕле комбайн пырса чарăнчĕ. Комбайнран Николай Петров тухрĕ.
– Кăнтăрлахи апатчен пĕр бункер аран-аран тулчĕ, – терĕ. – Чун ыратать – нимĕн те тăваймастпăр...
Ку уйра Олег Артизановпа Петр Иванов механизаторсем те тăрăшаççĕ. Александр Иванов студент – комбайнер пулăшаканĕ – Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче вĕренекенскер, каникулта тăван хуçалăха пулăшать.
– Улăмран тасатнă лаптăксене сухаласах пыратпăр. Кĕрхисене вăхăтра акса хăварасси пирки калаçу та çук. Синоптиксем халех килес çул каллех шăрăх пулассине калаççĕ. Кăçал удобрени, çунтармалли-сĕрмелли хатĕр туянса темиçе миллион тенкĕлĕх тăкак куртăмăр.
Хуçалăхра сăвакан ĕне – 500, мăйракаллă шултра выльăх 1350 пуç. Сысна, лаша усраççĕ. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен 14 килограмм сĕт сăваççĕ.
– Пирĕн ĕнесем ăратлă, çавăнпа сăвăм пысăк, – сĕт-çу комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Валентина Тихонова заведующи. – Ольга Григорьева, Надежда Николаева дояркăсен кăтартăвĕсем уйрăмах савăнтараççĕ.
Çакна палăртмалла: хуçалăх тирпейлекен предприятие сутакан сĕт хакĕ питĕ лайăх. Ку кооператив ĕçченĕсен интересĕсене ăнăçлă хÿтĕленинчен килет.
Председатель выльăха ăнăçлă хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрлесси çинчен халех шутлать. Республика тулашĕнчен утă-улăм, фуражлăх тырă туянасшăн. Вăл кооператива кăçалхи йывăр лару-тăруран та туртса кăларасса çирĕп шанаççĕ ЯХПК ĕçченĕсем.
Ю.МИХАЙЛОВ.