АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАНАШ ÇУРАЛНĂ КУННЕ ПАЛЛĂ ТУРĔ

06 августа 2010 г.

Канаш хулапа районта пурăнакансемшĕн кăна мар, республикăпа ун тулашĕнче пурăнакансемшĕн те çывăх. Вăл – Чăваш Енĕн чукун çул тĕп хули, Горький чукун çулĕн чи пысăк узел станцийĕсенчен пĕри. Тăван тăрăхран тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ сăлтавпа тухса кайнă ентешĕмĕрсем Канаша асăнса хăйсем пурăнма тытăннă çĕнĕ вырăна ун ятне панă тĕслĕхсем те сахал мар. Сăмахран, Çĕпĕрте, Пушкăртстанра тата ытти çĕрте. Иртнĕ вырсарни кун Канашăмăр 85 çул тултарнине паллă турĕç. Ăна чукун çул ĕçченĕсен уявĕпе çыхăнтарчĕç.

Культурăпа кану паркĕ умĕнче ачасен вăйă комплексĕсем лараççĕ. Вĕтĕр-шакăр батутсем çинче сикет, чуччу ярăнать, ытти аттракционсен ырлăхĕпе киленет. Аэростатпа кайăк вĕçекен çÿллĕше хăпарса тăван хула илемне курас кăмăллисем те чылаййăн пулчĕç. Паркри аллейăсем хĕррипе суту-илÿ речĕсем вырнаçнă, вĕсенче ытларах – ĕçмелли шывсемпе шĕвексем. Кунтах ал ăстисен куравне те йĕркеленĕ.

Хулан çуралнă кунне паллă тума Шупашкартан пысăк хăнасем килчĕç. Вĕсем - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - промышленноçпа энергетика министрĕ Ю.Волошин, Федераци казначействин Чăваш республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин çумĕ С.Кудряшов, Чăвашпотребсоюз председателĕ В.Павлов, "МРСК Волги" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕн çумĕ Д.Иванов, "Стройтрест "3" пĕрлĕхĕн гендиректорĕ В.Семенов, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч тата ыттисем. Хăнасем хушшинче хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Полукаровăпа В.Софронов, хула Пухăвĕн депутачĕсем, чукун çул предприятийĕсемпе организацийĕсен ертÿçисем пулчĕç.

Уява В.Полукарова уçрĕ. Валентина Ивановна канашсене хулан çуралнă кунĕ тата чукун çул ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе саламларĕ. Канаш çыннисен тата чукун çул çинче ĕçлекенсен ячĕпе нумай ăшă сăмах Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, Ю.Волошин министр, А.Кибеч çыравçă, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Канаш станцийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Алексеев, "Пром-трактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн директорĕн çумĕ Н.Гайнуллин каларĕç. Паллах, кирек мĕнле уяв та чи лайăххисене чыс тумасăр иртмест. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн чукун çул ĕçченĕсен, тĕрлĕ сферăра тăрăшакансен ушкăнне грамотăсем, парнесем парса хавхалантарчĕç. Канаш хулинчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова Вячеслав Ивановичпа Серафима Николаевна Авдеевсене бриллиант, Иван Ивановичпа Мария Трофимовна Любовсене, Виктор Федоровичпа Валентина Ильинична Софроновсене ылтăн туйпа саламларĕ, "Юратупа тÿрĕлĕхшĕн" медальпе наградăларĕ. Фаниль Гешафетдиновичпа Гелфися Миннулловна пĕрле пурăнма пуçланăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнине те уявра палăртрĕç. Шкул ачисен формисен куравĕ нумай çынна пуçтарчĕ.

Хула паркĕн стадионĕнче чукун çул предприятийĕсен,организацийĕсен, магазинсемпе учрежденисен командисем футболла, волейболла, стриболла (урамри баскетбол) выляса ăмăртрĕç, ал вăйĕсене тĕрĕслерĕç, кĕрешÿ кавирĕсем, шашка-шахмат хăмисем çинче пултарулăхĕсене кăтартрĕç, дартс печĕç. Волейболистсен тытăçăвне Вăтакас Татмăш команди те хутшăнчĕ. Вăл виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.Армреслинга кăмăллакансем хушшинче çĕнтерÿ кубокне Сиккасси каччи А.Мурзуков аллинчен вĕçертмерĕ.

"Дождь" мим-театр ачасем валли "Лайăх кăмăл хули" йăпатмăш программа хатĕрленĕ. Ăшă кулă чылайччен янăрарĕ стадионра. Хулари эстрада çăлтăрĕсен, "Чăваш Ен" тата "Çеçпĕл" ансамбльсен концерчĕсене куракансем хапăлласа йышăнчĕç.

Уяв ячĕпе хатĕрленĕ хаваслă, интереслĕ программăсем ачасен "Пĕчĕк хула" площадкинче, хулари Культура керменĕн çуллахи садĕнче иртрĕç. Каçхине вунă сехетре Тĕп лапам илемлĕн сирпĕнсе çунакан çуртасен тĕрлĕ тĕслĕ çутипе тулчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика