06 августа 2010 г.
Районта ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов пулнă. Вăл ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Павел Владимирович шăрăх çанталăкра вут-кăвартан сыхланмаллине, тимлĕхе çухатмалла маррине аса илтернĕ. Ачасен канăвне мĕнле йĕркеленипе, вĕсене мĕн çитернипе интересленнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов депутата районти чрезвычайлă лару-тăру режимĕн условийĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, пушарсен тĕп сăлтавĕ – ял çыннисем тата хăнана килнисем вут-кăварпа асăрхануллă пулманни. Çавăн пекех шыва кĕмелли тата канмалли вырăнсенче инкек пуласран хÿтĕленес енĕпе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен каласа панă, аслисене ачасем çине тимлĕх уйăрассине вăйлатма ыйтнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.