АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫРМА ВĔÇЛЕНСЕ ПЫРАТЬ

06 августа 2010 г.

Çанталăк кăçал тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Çуркунне вырăн-вырăн çумăрсем çуса иртнĕ хыççăн çĕр çине урăх çу каçипе те пĕр тумлам ÿкмерĕ. Çавна пула улăх-çарансем çунса, типсе ларчĕç. Тырă çĕр çумĕнчен çĕкленнĕ çĕкленменех пучахра хытма пуçларĕ. Çĕр улми пуссисене те вырăн-вырăн сарă сăн çапрĕ. Авăрĕ типсессĕн "иккĕмĕш çăкăр" малалла ÿссе чăмăртанасси питех те иккĕленÿллĕ.

Пысăк тухăç туса илес шанăç хресченĕн пĕтмеллипех пĕтрĕ. Анчах та мĕн çитĕнтернине пур пĕр пуçтарса кĕртмелле-çке. Çавна май вырма та кăçал ытти çулхисенчен чылай маларах пуçланчĕ. Хальхи вăхăт тĕлне районта "Агат", "Нектар", "Восход", "Весна", "Цивиль" тата ытти хуçалăхсем тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ те ĕнтĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПКра та çак яваплă ĕçе вĕçлесе пыраççĕ.

Хуçалăх агрономĕ Владимир Зефиров пĕлтернĕ тăрăх, тухăç кăçал питех савăнтармасть. Пĕрчĕллĕ культурăсем гектартан вăтамран 9-12 центнер тухса пыраççĕ. Сĕлĕ тухăçĕ гектар пуçне 18 центнерпа танлашнă (бункер виçипе), ăна кировецсем 99 гектар лартнă пулнă. Кĕрхи ыраш 100 гектар йышăннă, ăна пуçтарса кĕртнĕ, вăл гектартан 9,5 центнер тухнă (бункер виçипе). Халĕ "хир карапĕсем" урпа тата тулă уй-хирĕнче ĕçлеççĕ.

Киров ячĕллĕ ЯХПКра тырă пуссисене икĕ комбайн: "Дон" тата "Нива" тухаççĕ. "Дон" штурвалне Олег Артезианов тытса пырать, ăна Николай Петров пулăшать. "Нива" комбайнпа Петр Ивановпа Александр Иванов ĕçлеççĕ. Саша – студент, аслă юлташĕсем ăна паха опытпа паллаштараççĕ. Çапса тĕшĕлесе илнĕ тырра Юрий Дмитриевпа Юрий Федотов йĕтем çине турттарса тăраççĕ.

Шăрăх çанталăка пула курăк кăçал парка çитĕнеймерĕ, каярах типсех ларчĕ. Апат сахал пулнă пирки выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çăмăлах пулмĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПКра выльăхсене вара йышлă тытаççĕ. Апла пулин те пуçĕсене усмаççĕ кировецсем, лару-тăрăва йĕркелесе яма майсем шыраççĕ. Тупаççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхри техникăсенчен чылайăшĕ "Родина" ЯХПКра выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте ĕçлет. Килĕшÿ тунă тăрăх, хатĕрленĕ апатăн çурри "Родина" хуçалăха пулĕ. Вĕтетсе туранă курăка Малти Тукайĕнчен турттарса вăхăта сая ямаççĕ вĕсем, Курганти меслетпе усă курса вырăнтах хывса хăвараççĕ. Кайран, выльăх апачĕ пĕтсе çитсен, фермăсене турттарса килĕç.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика