АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СКУТЕР - ПУРНĂÇШĂН ХĂРУШĂ ТРАНСПОРТ

04 августа 2010 г.

Çулсем çинче пĕр лăпкăлăх та çук. Çĕршывра кунсерен тенĕ пекех аварисем шута илеççĕ, вĕсенче вăхăтсăр çын пурнăçĕ татăлать, чылайăшĕ сусăрланать. Айăпĕ, тен, хамăр çăмăлттай пулнинче. Руль умне ларсан çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнас вырăнне пăсма тăрăшатпăр, час-часах хăвăртлăха ÿстеретпĕр, юраман вырăнта умра пыракан автотранспорта хăваласа иртме тăрăшатпăр. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисемпе культурине пăхăнса пырсан инкексен шучĕ чакмалла пек те... Анчах та статистика хальлĕхе кăтартусемпе савăнтармасть-ха.

Утă уйăхĕнче районти çулсем çинче лару-тăру еплерех пулнă-ха тата; Уйăхăн пĕрремĕш кунĕнчех каçхине сакăр сехет иртсен Канаш хулинче пурăнакан арçын "Аниш" автоçулăн 60-мĕш километрĕнче "Атлант" скутерпа çаврăнса ÿкнĕ. Икĕ урапаллă транспорт водителе самаях сусăрлатнă, вăл хула больницине лекнĕ. Медицина пулăшăвĕ панă хыççăн ăна киле янă. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ачăрсене скутер туянса пама тăрсан хăвăрăн шухăшăра пуç тавра лайăх çавăрттарăр. Енчен те çак транспорта çул çинче кĕрнеклĕ арçынсем итлеттереймеççĕ пулсан ача ăна пĕр тикĕс тытса пырайĕ-ши;

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче çурçĕр иртсен "Çĕрпÿ – Ульяновск" автоçул çинче, Атнаш ялĕ çывăхĕнче, ВАЗ-2114 çаврăнса ÿкнĕ. Ăна Канаш хулинче пурăнакан çамрăк тытса пынă. Çумăн ларса пыракан çынна çийĕнчех районти тĕп больницăн реанимаци уйрăмне леçнĕ, водитель, хытах аманнăскер, вырăнтах вилсе кайнă. Ку автоинкеке административлă майпа тĕпчеççĕ.

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче каçхине тăхăр сехет тĕлнелле "Çĕрпÿ – Ульяновск" автоçул çинче Шăхасан каччи ВАЗ-2108 автомашинипе дистанцие кирлĕ пек тытса пыманнипе умĕнче пыракан ВАЗ-2107 автомашинăна тăрăнтарнă. "Семерка" çинче ларса пынă пассажирсене медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулнă. Районти тĕп больницăра медпулăшу панă хыççăн вĕсене киле янă.

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче каçхине çичĕ сехет иртсен Малти Тукай арçынни хăйсен ялĕ çывăхĕнче "Т-40" тракторпа кювета чăмнă. Майсăр ÿкнĕрен тракторист вырăнтах вилсе кайнă. Адм-тĕпчев пырать.

Скутер пурнăçшăн хăрушă транспорт пулни çинчен тăтăшах асăрхаттарса тăратпăр. Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче каç кÿлĕм çак транспорт Ухман ялĕ çывăхĕнче тепĕр çын пурнăçне илсе кайнă. Ухман йĕкĕчĕ ВАЗ-2107 автомашинăпа 1992 çулсенче çуралнă икĕ çамрăк ларса пыракан скутер çине пырса кĕнĕ. Скутер хуçи, вăл Канаш хулинче пурăннă, хытах аманнăскер вырăнтах вилсе кайнă. Хыçалта ларса пынă пассажира хулари больницăна леçнĕ.

Атнаш ялĕ çывăхĕнче аварисем тăтăшах пулса иртеççĕ. Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче каçхине çичĕ сехет çурăра асăннă ялта пурăнакан арçын ВАЗ-2104 автомашинăпа çул хĕрринчи профиллĕ тимĕр çине пырса кĕнĕ. Автоинкеке лекнĕ водителе вырăнтах медпулăшу панă, автомашинăра пулнă икĕ пассажира районти тĕп больницăна ăсатнă.

Асăрхануллă çÿресен тата çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнсан автоинкексен шучĕ тата та сахалтарах пулнă пулĕччĕ.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика