04 августа 2010 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Нина Суслонова республикăри министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Нина Суслонова палăртнă тăрăх республикăра пушар тухасран сыхланмалли мерăсем йышăннă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану, Спорт министерствисен ертÿçисене Венера Муллинăпа Ольга Елизаровăна пур çĕрте те тĕтĕм хупăрласа илнипе кану вырăнĕсенче ачасене сăнаса тăма хушнă, медицина учрежденийĕсем тивĕçлĕ пулăшу пама еплерех хатĕр пулни çинчен ыйтса пĕлнĕ. Премьер-министр çакăн çинчен уйрăммăн каланă: чĕре, юн тымарĕсен тытăмĕн, сывлав çулĕсен чирĕсемпе тата аллергипе аптракансене йывăр пулма пултарать. Тивĕçлĕ службăсен тĕтĕм хупăрласа илнĕ, шăрăх тăнă вăхăтра халăха хăйне мĕнлерех тытмалли çинчен каласа ăнлантармалла.
"Тĕтĕм нормăпа пăхнинчен нумайрах, çапах та организма наркăмăшлантарма кирлĕ чухлĕ мар. Инкек тÿсекенсене йышăнмалла пулчĕ тĕк медицина учрежденийĕсем пурте хатĕр, вĕсене медикаментсемпе тивĕçтернĕ. "Васкавлă пулăшу" машинисем те хальхи условисене шута илсе ĕçлеççĕ. Атăл леш енче медицина пулăшăвне вăйлатнă", – тенĕ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев Атăл леш енне кĕме чарни, торф вырăнĕсенче патруль çÿрени çинчен асăрхаттарнă. Çăра тĕтĕм йăсăрланнипе пушарсене сывлăш транспорчĕпе сÿнтерме кăткăсланать. Михаил Игнатьев каланă тăрăх Шупашкар лесничествин Çурçĕр участокĕнчи лесничестви пысăк хăрушлăхра. Тĕтĕм йăсăрланакан çĕртен инçех мар вырнаçнă организацисен ертÿçисен пысăк яваплăха туйса ĕçлемелле.
Михаил Игнатьев япăх çанталăк условийĕсенче ял хуçалăх отраслĕ мĕнле ĕçленине пĕлтернĕ: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 61 процентне пухса кĕртнĕ, ытти регионтан 1458 тонна утă, 1,5 тонна выльăха çитермелли тырă, 2 пин тонна комбикорм илсе килнĕ.
Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн ертÿçи Виталий Петьков каланă тăрăх Атăл леш енче оперативлă штаб ĕçлет, пушар сÿнтерме кирлĕ техникăна унта янă. Çулăм талăкра 2-3 километра сарăлать. "Ĕç-пуç кирек мĕнле аталанасса та хатĕр пулмалла, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухасран кирлĕ япаласене малтанах хатĕрлемелле", – тенĕ Нина Суслонова.
ЧР шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов Атăл леш енче канăва йĕркелекенсем пушар тухма пултарасса пачах та шута илмеççĕ, кăвайт та чĕртеççĕ тенĕ. Нина Суслонова Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине çак ыйтупа ĕçлеме, йышăннă мерăсем çинчен пĕлтерме хушнă.
А.ВАСИЛЬЕВА.