04 августа 2010 г.
Ирхине тăххăр çитеспе тĕп урамри пурăнмалли çурт хуралтисемпе пĕрле çунса кайнă. Кил хуçисем хăйсем тĕллĕн сÿнтерме хăтланнă, анчах усси пулман, хаклă вăхăта сая çеç янă. Тĕтĕм палкаса тухнине курсан кÿршĕсем пушарнăйсене чĕнтернĕ. Вут-кăварпа кĕрешме тăватă машина килнĕ. Кил-çурта сыхласа хăварма май килмен. Малтан шутласа пăхнă тăрăх пушар 220 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Инкек сăлтавĕ вутпа асăрхануллă пулманнинче пулĕ теççĕ: кил хуçисем верандăра юсав ĕçĕсем пуçарнă, электричествăна сÿнтермесĕр хăварнă. Урайĕнче бензин тултарнă канистра, растворитель кĕленчи ларнă. Шăпах вĕсем ĕнтĕ вут-çулăма çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлма пулăшнă.
Атнаш ялĕнче тăхăр çулти арçын ача патне каçхине тăваттăсенче юлташĕсем выляма килнĕ. Вĕсем хут çунтарнă. Кăштахран сÿнтернĕ те мачча тăрринчи пăчкă кĕрпи айне пытарнă. Килте аслисем пулман. Юрать-ха кÿршĕсем сиссе ĕлкĕрнĕ. Вĕсем ĕнтĕ пушарнăйсем патне шăнкăравланă. Вут-çулăма 41 минутра парăнтарнă. Пÿрт чартакĕ, хуралтăсем, кÿршĕсен сарайĕ çуннă. Сиенĕ – 200 пин тенкĕ.
Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан 56 çулти хĕрарăм лаçра выльăх валли апат пĕçерме лартса янă та урăх ĕç тума тухнă. Кăмаки юсавсăр пулнипе пушар тухнă. Лаçпа мунча тăрри çунса кĕлленнĕ. Пурăнмалли çуртпа хуралтăсене вăхăтра çитнĕ пушарнăйсем çăлса хăварма пултарнă.
Сиккассинче электрохатĕрсемпе тĕрĕс усă курманнипе вут тухнине пула веранда сиенленнĕ. Тăкакĕ – 10 пин тенкĕ.
В.СНЕЖКОВ.