04 августа 2010 г.
Виçĕм кун район администрацийĕн службисен, пайĕсен пуçлăхĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалис-чĕсен анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче çичĕ ыйту пулчĕ. Яланхи пекех ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.
Тĕп ыйту районта вырма ĕçĕсем тата выльăх апачĕ хатĕрлесси çинчен пычĕ. Ку ыйтупа район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ. Эрне пуçламăшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4411 гектар çинче (планăн 51 проценчĕ) çулнă. 4012,5 тонна çапса тĕшĕленĕ. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх гектарăн вăтам тухăçĕ 9 центнера яхăн. Вырма ĕçĕсене 27 хуçалăх пуçăннă. Тырă уйĕсенче 30 комбайн "хăлаçланать". Талăкра вăтамран 400-750 гектар выраççĕ. Тырă пухса кĕртме Э.Шамуков фермер хуçалăхĕ тухманччĕ-ха.
Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн тĕш тырă культурисене 12831 гектар çинчен пухса кĕртме палăртнă, çав шутран 2818 гектарĕ – кĕрхисем. Шăрăха пула районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышшисем 4154 гектар çинче пĕтнĕ. Вĕсенчен 1539 гектарĕ – çурхи тулă, 284-шĕ – сĕлĕ, 2009-шĕ – урпа, 40-шĕ – пăрçа. Çапла майпа çапса тĕшĕлемелли лаптăк 8640 гектар юлать, 943-шĕ – фермер хуçалăхĕсен.
Ĕççи "Путь Ленина", Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсенче, "АСК "Канаш", "Победит", "Нектар", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, "Мотор" агрофирмăра кал-кал пулса пырать. "Агат", "Весна" тата "Восход" пĕрлĕхсенче вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. Уçырмасен тухăçĕ – гектартан 15 центнера яхăн. "Сормовский", "Мария" тата "Родина" хуçалăхсенче вара ĕççи хăвăртлăхĕ самаях пĕчĕк.
Улăма комбайнсем хыççăнах пресс-подборщиксемпе пуçтарса пыраççĕ. Тюксемпе рулонсене килограмне 6-7 тенкĕпе сутаççĕ. Лаптăксене кĕрхи тырăсем акма хатĕрлес ĕç те айккине юлмасть. Кĕр аки 7 пин гектар çинче ирттерме палăртнă. Пĕтĕмпе вăрлăх 1540 тонна кирлĕ пулать. Хальлĕхе 1000 тонна пур. Кĕрхисен вăрлăхĕ тата 200 тонна тупмалла.
Кĕрхи культурăсем акма çĕр 2756 гектар хатĕрленĕ. Ку вăл планăн 39 проценчĕ шутланать. Çĕртме тăвассине "Путь Ленина", Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсенче, "Цивиль", "Хучель", "Канаш", "Нектар" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, Владимиров тата Никонов фермер хуçалăхĕсенче аван йĕркеленĕ. Çав хушăрах кăмăла пăсаканнине те асăнса хăвармаллах: "Пинер", "Янишево", Крупская ячĕллĕ, "Весна" хуçалăхсен хирĕсене тракторсем плуг çакса тухман-ха.
Районта утă 1555 тонна (планпа 3070 тонна), улăм 9193 тонна (69 процент), силос 350 тонна (планăн 4 проценчĕ) хатĕрленĕ. Кирек мĕнле йывăр пулсан та мăйракаллă шултра выльăхсен, уйрăмах ĕнесен йышне чакармалла мар. Республикăри, кирлĕ пулсан - çĕршывăн ытти регионĕсенчи хуçалăхсенчен выльăх апачĕ туянма майсем тупмалла. Фермăсенче çĕрле дежурствăсем, выльăхсене шăварассине, кĕтÿ кĕтессине йĕркелемелле. Витесене хĕле хатĕрлессине те куçран вĕçертес марччĕ.
Телевизорпа, радиопа, хаçатсенче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вут-çулăм алхасни çинчен пĕлтереççĕ. Хăш-пĕр çĕрте ялсем кĕл пулса юлни çынсен чунне пăлхатать. Уйрăмах Чулхула облаçĕнче лăпкă мар. Кÿршĕсене пулăшма чăваш пушарнăйĕсем тата психологĕсем кайнă. Мари Республикин вăрманĕсем çунаççĕ. Улатăр, Пăрачкав тата Йĕпреç районĕсенче те вăрмансем вут-çулăмпа сиенленеççĕ. Нумаях пулмасть Ачча енче те хĕрлĕ автан хуçаланнă. Пуйăс вакунĕнчен сÿнтермесĕр вăркăнтарса хăварнă пирус тĕпĕ типĕ курăка тивертсе янă, çулăм çывăхри вăрмана кĕрсе кайнă. Чылай йывăç пĕтнĕ. Пушарнăйсем вут-çулăма нумай вăхăт иртĕхме паман, унăн çулне вăхăтра пÿлсе хунă.
Патшалăх пушар сăнавĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ф.Смирнов районта пушар хăрушсăрлăхĕ мĕнле лару-тăрура пулни тата пушарсен йышне чакарас тĕллевпе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен каласа пачĕ. Хăш-пĕр ялсенче пĕвесем, çăлсем типсе ларни тата шыв башнисене пушар машинисем валли шыв илмелли хатĕрсем вырнаçтарманни пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ. Хăш чухне вут-çулăма сÿнтерме кирлĕ шыва Канашран илсе килме тивет. Типсе ларнă пĕвесене тасатса тарăнлатасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Вĕсем çуркунне шывпа тулли пулччăр, шывĕ кĕрхи çумăрсем пуçланичченех çиттĕр.
Пушар тухас хăрушлăх пысăк çĕрте асăрхаттару плакачĕсем, стендсем вырнаçтармалла, ял тавра суха йĕрĕ хывмалла, хирсене выртса юлнă утă-улăм куписене чĕртсе ямалла мар, ирĕклĕ халăх дружинисен членĕсен дежурствине йĕркелемелле, уйрăмах – çĕрлехи вăхăтра. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра: "Сыхланакана Турă сыхланă", – теççĕ.
Районăн тĕп ветврачĕ А. Степанов выльăх масарĕсене мĕнле пăхса тăни çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех Анатолий Иванович вĕсене регистраци тумалли йĕркепе паллаштарчĕ. Л.Алексеева врач-фтизиатр туберкулезран сыхланас енĕпе районта санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ мĕнлерех пулни çинче чарăнса тăчĕ. Çак хăрушă чирĕн тĕп сăлтавĕсем – ĕçкĕ, тăраниччен çименни, чĕлĕм туртни, наркомани. Флюорографи витĕр кашни çулах тухмалла, чылайăшĕ çакна икĕ çул е ытларах туман. Ÿпкесене тĕрĕслеттерсех тăмалла, унсăрăн инкек сисмен хушăра пырса кĕме пултарать. Районта туберкулезпа чирлĕ 72 çынна шута илнĕ. Чирне пытараканнисем те пур пуль-ха.
"Поддержка" патшалăх страховани компанийĕн Канаш районĕнчи представительствин пуçлăхĕ М.Синицина компанин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, страховани тăвассипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ.
Район администрацийĕн йĕркелÿ тата тĕрĕслевпе кадрсен ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Г.Германова ял тăрăхĕсен администрацийĕсен сайчĕсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Уçырма, Шăхасан, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсем вырăнти хыпарсене пĕлтерсех тăраççĕ. Уçырма ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем ку енĕпе республикăри ĕçтешĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Диплома райадминистраци пуçлăхĕн В.Софроновăн аллинчен В.Иванов йышăнчĕ.
Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин Пĕтĕм Раççейри "Раççей – спорт держави" форумăн ĕçне хутшăннă. Вăл мĕнле иртни çинчен хăпартланса каласа пачĕ.
Анлă ларăва В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл шăрăх, вĕри çанталăкра вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли, ку енĕпе ял çыннисемпе тăтăшах калаçусем ирттермелли çинчен аса илтерчĕ. Кĕтмен инкеке сирсе яма ялсенче хурал йĕркелеме, çак тапхăрта уйрăмах сыхă пулма сĕнчĕ. Чи пысăк задачăсенчен пĕри вăл – выльăх-чĕрлĕх йышне пĕлтĕрхи шайрах хăвармалла.
Çăлсем типнипе хăш-пĕр ялсенче шыва машинăпа турттарса тăрассине йĕркеленĕ.
Йывăр, çав тери йывăр. Чăтмалла, малаллах талпăнмалла, пахчара, хирте мĕн ÿсни, сахал пулин те, ним юлми пÿлмене, кĕлете, нÿхрепе, тĕп сакайне кĕрсе вырттăр.
В.АЧЧА.