АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРЛĂХ ШАНТАРАКАНСЕМ ÇŸРЕÇÇĔ

30 июля 2010 г.

Пĕрле вĕренекен хăйĕнпе пулса иртнĕ пĕр хăрушă пулăм çинчен каласа пачĕ. Сектăна лекнĕ пулнă иккен вăл. Çакăн хыççăн урамра, обществăлла транспорт чарăнăвĕсенче хама асăрхануллăрах тытма пуçларăм. Ырлăх шантаракансем хваттерсем тăрăх çÿренине те илтнĕ, вĕсем кил хуçисене хăйсен кĕнекисемпе журналĕсене вулама сĕнеççĕ. Тĕрлĕ ыйтупа кăмăл-туйăма пăтратса хăйсен йышне илĕртеççĕ. Йывăрлăха лекнĕ е хуйха путнă çынна кирлĕ сăмах тупса пĕрле ертсе кайма мел тупаççех вĕсем.

Çавнашкал витĕме манăн юлташ хăйĕн çинче туйса курнă темелле. Канмалли кунсенче ялта пулнă хыççăн вăл тунти кун хулана килнĕ. Вокзалтан троллейбус чарăнăвне утнă чухне ăна юнашар пыракан хĕрарăм сăмах хушнă.

– Эсĕ епле маттур та пултаруллă курăнатăн. Хулана вĕренме килнĕ пулĕ, – калаçăва пуçарнă уçă та тыткăна илекен сассипе, – Ĕç шырамастăн-и;

– Шыратăп, – тенĕ юлташăм.

Ăш пиллĕ хĕрарăм телефон номерĕ панă та çав кунхинех тĕл пулма сĕннĕ. Тусăм хăпартланса кайнă. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах тĕл пулăва васканă, пĕрле тантăшĕсене те чĕннĕ.

Вырăна çитсессĕн хĕрарăм ĕç йĕркипе паллаштарма пуçланă. Тĕрлĕрен теттесем сутмалла иккен. Укçине аван тÿлессине пĕлтерсен юлташăм хаваслансах кайнă. Анчах та "ĕç сĕнекен" ытти хĕрсене килĕсене кайма ыйтнă. Айваннине офиса илсе каятăп тесе хула тепĕр вĕçĕнче вырнаçнă пĕр çуртăн хваттерне илсе çитернĕ. Çул çинче хăйне мĕн кирлине йăлтах тĕпчесе пĕлнĕ.

Хваттере кĕрсессĕн тусăм тĕлĕннипе шанках хытса кайнă. Пĕчĕк пÿлĕмре çын туллиех иккен, тирпейсĕрлĕх тÿрех куçа тăрăннă. Çĕнĕ "пĕлĕшĕ" çав самантрах кÿршĕ пÿлĕме кĕрсе çухалнă. Унтан вăл темĕнле арçынпа тухнă. Хăраса кайнипе тантăшăм хваттертен тухса тарма пикеннĕ, анчах та ăна тытса чарнă. Тĕрлĕ кĕнеке вулама сĕннĕ, пурнăç çинчен хăйсене майлă вĕрентсе ăс-тăнне минретме пикеннĕ. Юлташăн пуçĕнче пĕр шухăш çеç çаврăннă: "Тухса тарасчĕ..."

Кăштах вăхăт иртсен "сектантсене" килĕсене кайма ирĕк панă, тата килме ыйтнă. Тантăшăм çил пек тухса вирхĕннĕ. Урăх унта вăл ура ярса пусас çук, çав ĕç-пуçа хăрушă тĕлĕк пек манса кайма тăрăшать.

Ялтан хулана вĕренме килекен çамрăксене асăрхаттарса калас килет: палламан, урамра ирĕксĕрлесе çулăхакан çынсемпе тус-тăванпа калаçнă пек уçăмлăн ан сăмахлăр. Адрес е телефон номерне ыйтсан пушшех те асăрханăр. Пысăк шалуллă ĕç сĕнни те ултав çеç пулма пултарĕ.

Кристина АЛЕКСАНДРОВА, ЧПУ студентки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика