30 июля 2010 г.
Сада кайнăччĕ. Тулли кутамккасемпе, сумкăсемпе автобус кĕтсе ларатпăр. Кунта вара темле хыпар та илтрĕм. Уйрăмах мана хĕрарăм сăнлă Ванюкпа арçын хурăмлă Маюç каласа пани асра юлчĕ. Те кулмалла, те макăрмалла вĕсене илтсен... Итлĕр те – хăть те мĕн тăвăр: хăвăрăн мăнтăр кăмăлăр.
ВĔЛТĔРЕНПЕ ĂС КĔРТРĔМ
Сухан, кишĕр йăранĕсене çум курăксенчен тасатса пĕтернĕ çĕре самаях ĕшентĕм. Манпа пĕрле хĕвелĕ те ывăнчĕ тейĕн: вăрман хыçне канмашкăн выртма хатĕрленчĕ. Тавралăх тĕттĕмленсен пĕчĕк çуртăн алăкĕ çине çăраççи çакрăм, киле кайма тухрăм. Пуçа чăрсăр шухăш вĕçсе кĕчĕ... Çырма тĕпĕнче хуланалла каякан сукмакран пăрăнса тĕмсем хушшине кĕтĕм, кушак пек йăпшăнса хамăн пахча еннелле утрăм. Хăмла çырли тĕммисем хушшине пĕшкĕнсе лартăм та тавралăха сăнама тытăнтăм. Шăп. Манăн кăмăла çĕклес тенĕ евĕр çывăхрах шăпчăк юрлама тытăнчĕ. Сасартăк вăл шăпланчĕ. Ура сасси илтĕнчĕ. Вăтам пÿ-силлĕ çын, хĕрарăм пулас, хăяр йăранĕсем патне çитрĕ, пĕшкĕнсе ларчĕ, çулçăсене асăрханса чăштăртаттарма тытăнчĕ. Витрене хăяр хыççăн хăяр ÿкме пуçларĕ. Путсĕрĕн сĕмсĕрлĕхĕ тарăхтарсах ячĕ. Эпĕ çав хăяра ÿстерес тесе çăвĕпе тар тăкрăм: йăрансене кăпкалатрăм, çум курăкран тасатрăм, шăрăх кунсенче шăвартăм, Çак ăçтиçук вара, çын пурлăхне хапсăнаканскер, тÿрĕ пилĕклĕскер, ман çимĕçе килне арлан пек сĕтĕресшĕн.
– Вăй патăр ĕçлеме! – терĕм.
Алăри хулăпа вăрра хăмсартăм.
– Ан тивех, ывăлăм, мана, каçарсам... – илтĕнчĕ ватă сасă.
– Антар халех йĕммÿне! – хушрăм эпĕ.
– Турăран хăра, ывăлăм, эпĕ аннÿ çулĕсенчи çын вĕт-ха. Çылăха ан кĕрсемех... – йăлăнчĕ кинемей.
– Антар тенĕ сана! Атту!..
Карчăк вăтана-вăтана кĕпине çĕклерĕ те виçĕ хутчен сăх сăхрĕ, унтан йĕммине антарчĕ. Эпĕ алса тăхăнтăм, карта çумĕнче ÿсекен вĕлтĕрене пĕр ывăç тăпăлтартăм. Эх, ăшаларăм та вара кинемее çемçе вырăнĕнчен. Пĕчĕк ача пек ÿлесе ячĕ вĕт.
– Урăх нихăçан та ун пек тумастăп!..
Çавăн хыççăн пахча çимĕç çухалма пăрахрĕ. Хальлĕхе. Малалла пĕлместĕп-ха...
ЙЫТĂ ЧĔЛХИ ÇИВĔЧРЕХ
Кунĕпех ăш вăркарĕ, чуна темскер канăçсăрлантарчĕ. Килте пурте йĕркеллех, ним ыратнине те туймастăп. Тем тесен те садпа çыхăннă ку: мĕн те пулин вăрлаççех. Пулмасть капла, ахлатса ларнипе ĕç тухмасть. Мухтар ятлă овчаркăна çавăтрăм та садалла çул тытрăм. Çитнĕ çĕре тĕттĕмленсех кайрĕ. Мухтарпа иксĕмĕр питĕ-рĕнтĕмĕр те чÿрече умне вырнаçса лартăмăр. Часах тÿпене çурла уйăх ярăнса тухрĕ. Тавралăха кĕмĕл тĕс çапрĕ. Сасартăк çĕр улми йăранĕ çине хура мĕлкесем ÿкрĕç. Мухтар канăçсăрланса хăрлатса илчĕ. Эпĕ ăна шăпланма ыйтса çăварне алăпа хупларăм.
Иккĕн– арăмĕпе упăшки пулас – çĕр улми кăларма пуçларĕç: пĕри кĕреçепе чавать, тепри миххе пуçтарать. Эпĕ асăрханса алăка уçрăм та Мухтара тула кăларса ятăм. Вăл çакна çеç кĕтнĕ тейĕн: арçын çине арăсланла сиксе ларчĕ, ăна çĕр çине пусса антарчĕ. Хĕрарăм хăранипе шари! çухăрса ячĕ, çемçе вырăнĕпе ана çине лаках ларчĕ. Манăн йытă пĕрре арçынна лăскарĕ, тепре – унăн арăмне. Кĕпи-йĕмне çурса пĕтерчĕ. Лешсем "тăват ураллă хуралçа" чарăнма, хăйсене хĕрхенме ыйтса вырăсла та, чăвашла та тилмĕрчĕç, аллисемпе хăлаçланчĕç. Мухтар пушшех хаярланчĕ, ним шелсĕр тустарчĕ...
Тепĕртакран пĕчĕк пÿртрен тухрăм.
– Мĕнле пек, лайăх-и; – тесе ыйтрăм.
– Ай, ырă çыннăм!.. Тархасшăн, чар йыттуна, – терĕ хĕрарăм куççуль витĕр.
– Татах килетĕр-и кунта;
– Çук, çук, тăванăм! Ĕмĕрне те çын пахчине тек ура ярса пусмастпăр, – йăлăнчĕ арçын.
– Юрĕ, чарăн, Мухтар! Юхăр килĕре, тепре килес пулсан кунтан тÿрех пульницăна каятăр..
– Мĕн эсĕ, ырă çыннăмăр, ку çула мансах та кайрăмăр ĕнтĕ.
Виталий АЧЧА.