30 июля 2010 г.
Ача çуралсассăн çемьене тĕлĕнмелле асамлă туйăм килет, çав вăхăтрах пепкен пурнăçĕшĕн шиклентерекенни те айккинче пăрăнса юлмасть. Ача пĕчĕкрех чухне ашшĕ-амăшĕ хăйсене лăпкăрах тытать-ха, ара, шăпăрлан пĕр самантлăха та аслисен тимлĕхĕсĕр юлмасть-çке. Анчах та пепке кунсерен ÿссе аталанса пырать, кĕçех унăн пуçласа хăй тĕллĕн урам урлă каçмалла, обществăлла транспортпа ларса каймалла пулать. Çавăнпа та çул-йĕр çинчи хăрушлăха кăштах та пулин чакарас тĕллевпе ачана пĕчĕклех ятарлă правилăсемпе паллаштармалла, практикăра кăтартмалла.
Сирĕн ачăр пурнăç йĕркине хăвăра кура вĕренсе пырать. Ара, атте-анне пепкешĕн идеал вырăнĕнчех-çке. Çавăнпа та ачăрсемпе урам тăрăх уçăлса çÿренĕ чухне çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăсма ан тăрăшăр. Паян шăпăрлана ятарлă йĕркене пăсса "тĕслĕх" кăтартни ыран пысăк инкек патне те илсе çитерме пултарĕ.
Ачăра шкула е ача садне тĕрĕс еплерех çÿремеллине курăмлăн кăтартса парăр. Палăртнă вырăна çитмешкĕн килтен кăшт маларах тухма тăрăшăр, çул çинче васкамасăр пыни ачан тимлĕхне ытларах ÿстерĕ. Вăл иртен-çÿрен автомашинăсемпе паллашĕ тата вĕсен хăвăртлăхне чухласа илме пултарĕ. Çул çинче чарăннă автотранспорт хыçĕпе асăрхануллă утса тухăр, эсир юнашар иртекен тепĕр автомашинăна асăрхамасан та пултаратăр. Инкек пуласса малтан мала курма пĕлни ачан пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнĕ.
Обществăлла автотранспортра хăвна тытма пĕлни те пысăк вырăн йышăнать. Чарăнура автобус алăкĕ патне вăл чарăннă хыççăн çеç пырса тăрăр. Çитес чарăнура анса юлмалла пулсан маларах хатĕрленĕр. Салонтан тухсан тÿрех çул урлă каçса кайма ан васкăр, автотранспорт юхăмĕнче пĕчĕкскере асăрхамасан та пултарĕç. Çавăнпа та çуран çÿрекенĕн çывăхри "зебра" патне çул тытни тĕрĕсрех пулĕ.
Светофор çутисен пĕлтерĕшне тата вĕсем хăш вăхăт тапхăрĕнче ылмашнине тишкерĕр. Пепкĕрпе ача садне е шкула каймалли схемăна ÿкерсе хатĕрлĕр, унта уйрăмах асăрхануллă пулмалли вырăнсене палăртса тухăр. Каярах çав маршрут тăрăх ачăрпа темиçе хутчен кайса килĕр.
Ача чухнех ятарлă правилăсене вĕрентни пуçа лайăх кĕрсе юлать, кайран вĕсем сирĕн çывăх çыннăра пурнăçра пулăшса çеç пырĕç.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.