30 июля 2010 г.
Николай Кузьмич Кузьмин 1937 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Вăрăмпуç ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Кузьма Степанович, 1941 çулта вăрçăра вилнĕ. Амăшĕ, Мария Константиновна, колхозра ĕçленĕ. Çемьере Николайсăр пуçне тата виçĕ хĕр çитĕннĕ: Ольга, Нина, Зина.
Ун чухне ĕç кунĕшĕн колхозра нимех те паман. 1958 çулта "Коминтерн" колхозран тухса Коля Карелие вăрман касма кайнă. Малтан вăл Коловск вăрман промхуçалăхĕн Сельгоручейск вăрман пунктĕнче платник пулса ĕçленĕ, икĕ уйăх иртнĕ хыççăн ăна йывăçсене çекĕлпе çаклатакан (чокеровщик) пулма ыйтнă.
– Эпĕ лайăх бригадăна лекрĕм, ăна Иван Дмитриев ертсе пыратчĕ, – каласа кăтартать Николай Кузьмич. – Çур çул ĕçленĕ хыççăн бригадир мана çапла пĕлтерчĕ: "Йывăç ÿкерме вĕрен, çакă сана пурнăçра кирлĕ пулĕ!" Мана "Дружба" пăчкă тыттарчĕ. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче эпĕ йывăç ÿкерме пуçларăм. Икĕ уйăх иртрĕ. Бригадира тракторист пулма вĕренме ячĕç. Мана ун вырăнне йывăç ÿкерекен туса хучĕç. Ку ĕç 1959 çулта пулса иртнĕ...
Тепĕр çултан пирĕн ентеш çамрăк комсомолецсен пысăках мар бригадине ертсе пынă. Унта ултă çын кĕнĕ: бригадирсăр пуçне, А.Голубев тракторист, Г.Молотовник чокеровщик, М.Кузьмина, Т.Матвеева, А.Грибков турат иртекенсем.
Вăл вăхăтра "Пудожлес" комбинатăн предприятийĕсенче ăмăрту йĕркеленĕ, пысăках мар бригадăсем уйăхсерен 1000 кубла метр йывăç хатĕрлессипе тупăшнă.
– Эпир аван ĕçлесе пынă, вăхăта усăсăр ирттермен. Ушкăн туслăччĕ пирĕн, – аса илет Николай Кузьмич. – Пысăк çитĕнÿсене специалистсем ăста пулнипе тата ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлнипе тивĕçеттĕмĕр. Пирĕн ĕçĕн вăрттăнлăхĕ те пурччĕ, тракторист е йывăç ÿкерекен-и вăл – специальнăçсене пайласа, турткалашса тăман. Калăпăр, туратсене иртекенсем ĕлкĕрсе пыраймаççĕ, вĕсене вăл вăхăтра хăйĕн ĕçĕнчен пушăраххи пырса пулăшать. Çакă пире ĕçе кал-кал туса пыма май паратчĕ.
Кузьмин бригади районта чи лайăххисенчен пĕри пулнă. 1967 çулта вĕсем "Карели тăрăхĕ, вăрман тăрăхĕ" конференцие те хутшăннă. Бригада тăватă çул хушши Карели обкомĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне тытса пынă. Малта пыракан бригадира турпутевкăпа наградăланă.
1966 çулта социаллă ăмăртура çитĕнÿ тунăшăн тата коллективра çирĕп ĕç дисциплинине тытса пынăшăн Н.Кузьмина "Бригада коммунистического труда" ята парса чысланă.
1967 çулта çамрăк вăрман хатĕрлекенĕсен районти пĕрремĕш слечĕ иртнĕ. Унта Н.Кузьмин бригади те хутшăннă. Вĕсем 1966 çулти ĕç планне тултарса республикăра виççĕмĕш вырăна тухнă, Карелинчи комсомол обкомĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ, вĕсене облаçри комсомол организацийĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Ленинла комсомол 50 çул тултарнă тĕле бригадăна Пудожск райкомĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне панă. Каярах комсомолăн районти комитечĕ çак ялава бригадăра яланлăхах хăварма йышăну тунă.
1968 çулта Н.Кузьмин ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тата обществăлла пурнăçра хастарлăх кăтартнăшăн Ленинла комсомолăн чи пысăк наградине – ВЛКСМăн Хисеп паллине – тивĕçнĕ.
– Манăн пурнăçри чи асра юлнă самант вăл – комсомол 50 çул тултарнине халалласа ЦК ВЛКСМ ирттернĕ юбилей Пленумĕ,- аса илет Николай Кузьмич. – Мана, вăрман касакан ахаль çынна, Мускава чĕнме пултарасси çинчен шутлама та пултарайман эпĕ. Л.И.Брежнев сăмахĕсем асра юлчĕç. Вăл комсомолецсене малашне те пысăк çитĕнÿсем тума чĕнсе каларĕ.
1969-70 çулсенче бригада икĕ хутчен Петр Готчиев ячĕллĕ парнене çĕнсе илнĕ. Çак наградăсем пĕри те ахаль килмен, паллах, вĕсене ушкăнри кашни рабочи туптанă.
1968 çулта Н.Кузьмин партие кĕнĕ.
Н.Кузьмин бригади çумĕнче паха ĕç опычĕпе паллашмалли шкул йĕркеленет. Унтан районти йывăç ÿкерекенсем вĕренсе тухаççĕ. Бригадăн ĕç ăсталăхне пропагандăласа плакатсем ăсталаççĕ. Районти коммунистсем Н.Кузьмина виçĕ хутчен облаçри парти конференцине делегат пулма суйлаççĕ.
Çитмĕлмĕш çулсенче çĕнĕ юхăм вăя кĕнĕ, пысăках мар бригадăсем çулталăкра 20 пин кубла метр йывăç касса хатĕрлессишĕн тупăша пуçланă. Хальхинче те Кузьмин бригадине çитекенсем пулман.
Саккăрмĕш пилĕк çуллăх ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Н.Кузьмина "Хисеп Паллипе" наградăлаççĕ.
1973 çулта ĕç планне пысăк хастарлăхпа тултарнăшăн Николай Кузьмич Кузьмина Ленин орденне парса чысланă.
Вуннăмĕш пилĕк çуллăхра палăрнăшăн бригадира "Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав" орденĕпе наградăланă.
Хаçатсенче ун çинчен çапла çырнă:
"Н.Кузьмин пĕчĕк ушкăнăн ăста ертÿçи, ырă ĕçсен пуçаруçи. Унăн малĕмĕтлĕхĕ таçтан курăнать. Вăл ума лартнă тĕллеве кирек епле пулсан та пурнăçлама, яланах малта пулма тăрăшать. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе ыттисене те "чирлеттерет", йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вĕрентет.
1975 çулта Н.Кузьмина Карели АССРĕн Аслă Канашне депутат пулма суйланă. Пĕрле ĕçлекенсем каланă тăрăх, Николай çирĕп кăмăл-туйăмĕпе палăрса тăнă. Вăрман касса хатĕрлекенсемшĕн тăрăшнă, йывăр вăхăтра яланах пулăшма хатĕр пулнă.
Н.Кузьмина пур ĕçре те мăшăрĕ, Мария Ермолаевна, хавхалантарса тăнă. Вĕсем малтан пĕрле çумма-çумăн тăрса ĕçленĕ, каярах Мария склада куçнă. Ачисем те: Николай, Олег, Михаил хăйсен пурнăçне вăрман ĕçĕпе çыхăнтарнă.
Николай Кузьмич чылай вăхăт хушши Карелинче пурăнса ирттернĕ пулин те Вăрăмпуç ялне манмасть. Кунта унăн тăванĕсем тата пĕрле ÿснĕ юлташĕсем. Вăл нумаях пулмасть кăна-ха тăван тăрăха килсе кайрĕ, вырăнти ырă улшăнусемшĕн тĕлĕнчĕ, хĕпĕртерĕ.
В.ЛАПИН.