АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЬДЕСТАЛ ÇИНЕ – ЧĂВАШ ЯЛАВĔПЕ

30 июля 2010 г.

Кĕçнерни кун вокзалăн Хусан еннелле каякан чукун çулăн перронĕ çинче сумлă хăнасене кĕтсе илмелли илемлĕ марш янăраса кайрĕ. Халăхĕ те чылаях пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче ачасем те, çамрăксем те, ватă енне сулăннисем те пур. Акă Мускав енчен пуйăс килни курăнса кайрĕ. Пурте унталла сăнарĕç. Пĕр вакунăн алăкĕнче Чăваш Республикин патшалăх Ялавĕ вĕлкĕшни курăнчĕ. Кĕтсе илекенсен ушкăнĕ савăнăçлă шав çĕклесе ун еннелле талпăнчĕ. Пуйăс чарăнсан, яштак пÿ-силлĕ каччă перрон çине ярса пуссанах темиçе арçыннăн вăйлă аллисем ăна çÿлелле ывăтма тытăнчĕç. Урра! тесе кăшкăрни илтĕнсе тăчĕ.

Кам-ха вăл, çакăн пек чыса тивĕç пулнă çамрăк; Вулакана хаваспах унпа паллаштаратпăр. Ячĕ-шывĕ – Антон Афанасьев, Шупашкарти кооператив институчĕн студенчĕ, Канашри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен шкулĕн воспитанникĕ. Пĕрремĕш тренерĕ – Владимир Романов, каярахпа ăсталăха туптама тĕнче класлă спорт мастерĕ Вячеслав Трофимов пулăшса пынă. Пилĕк çул каялла Антона Белоруссири Стайки хулине вĕренÿпе тренировка сборне чĕнсе илнĕ. Чăваш йĕкĕтне вырăнти юниорсен тренерĕ асăрханă. Вăл Антона кашни çулах сборсене пыма йыхравланă. Белоруссире Совет Союзĕ вăхăтĕнче кĕрешÿçĕсем хатĕрлекен чи лайăх центр вырнаçнă. Унăн чапĕ халĕ те сÿнмен-ха. Вăт çапла пирĕн ентешĕмĕр Беларуç Республикин чысне хÿтĕлеме пуçланă.

Çĕртме уйăхĕнче Антон Афанасьев Болгарири Самоково хулинче юниорсем хушшинче Европăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртăва хутшăннă. Унта вăл тĕнче чемпионатне хутшăнмалли путевкăна çĕнсе илнĕ. Венгри тĕп хулинче Будапештра ирттернĕ ăмăртăва 34 спортсмен хутшăннă. Антон Македони, Польша, Азербайджан кĕрешÿçисене çĕнтерсе çурма финала тухнă. Кунта вăл Япони спортсменне очкосемпе выляса янă. Виççĕмĕш вырăншăн пынă тытăçура чăваш каччи американеца парăнтарса бронза медале тивĕçнĕ.

Наградăна илме Антон Чăваш Ен Ялавĕпе тухнă. Паллах çакă кашни чăвашăн чунне хускатать, мăнаçлантарать. Антон çитĕнĕвĕшĕн Яманкасси çыннисем те савăнчĕç, мĕншĕн тесен унăн амăшĕ çак ялтан тухнă. Юниорсен тĕнче чемпионачĕн бронза медальне илнĕ ятпа Антона эпир те саламлатпăр.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика