30 июля 2010 г.
"Канашский" ял хуçалăх пасарĕ пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче уçăлчĕ. Вăл икĕ çул хушшинче Канашри автовокзалпа юнашар икĕ гектар çурă лаптăкра кермен евĕр ÿссе ларчĕ. Халĕ ял çыннисем хăйсен кил хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке, пахча çимĕçе хăйсем тĕллĕнех, тĕрлĕ усламçăсемпе хутшăнмасăр, сутма пултараççĕ. Ял хуçалăх таварĕсене сутма тата вĕсене упрама питĕ меллĕ условисем туса панă. Сутă тума кăмăл тунă кашни çын павильонра вырăн арендăлама пултарать. Кунта кашни пÿлĕмрех çутă та таса. Аш-какая упрама шăнтакан тата сивĕтекен камерăсем вырнаçтарнă, вĕсене пĕтĕмпе 60 тонна продукци шăнăçать.
- Пирĕн патăрта тем тĕрлĕ продукт та туянма пулать: çурма фабрикатсем, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн кăлпассийĕсем, "Чувашский бройлер" АУО тата Канашри чăх-чĕп фабрикин кайăк ашĕ, чăх çăмарти, Шупашкарта пĕçернĕ çăкăр-булка, сĕт-çу, пахча çимĕç, улма-çырла, пулă, пыл тата ытти те. Кĕрпесене, çăнăха, сахăра курттăмăн та сутатпăр. Часах промышленность тата хуçалăх таварĕсен уйрăмне уçатпăр. Тăрăллă пÿлĕмсенче фермерсемпе сад-пахча ăстисем автомашина çинченех выльăхпа, пахча çимĕçпе, вăрлăхсемпе, улмуççи хунавĕсемпе сутă тăваççĕ. Эпир ял çыннисене хăйсен сад-пахчисенче çитĕнтернĕ çимĕçе сутма пирĕн пата килме ыйтатпăр, вĕсене ялан хапăл туса йышăнатпăр, - каласа парать пасар директорĕ Татьяна Димитриева. Пасара хула çыннисем те чылаййăн çÿреççĕ иккен, вĕсем пасара çити хулари автобус маршрутне уçма ыйтаççĕ.
Сăмах май, çак ыйтăва Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе ирттернĕ планеркăра хускатнă. Нумаях пулмасть вăл РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Валентин Шурчановпа канашланă-мĕн, калаçура Канаш районĕнчи çĕнĕ пасар патне пыракан çулсене юсама кирлине палăртнă.
- Кивĕ çулпа автобус маршручĕ уçас тĕлĕшпе ыйту тăрать. Анчах пирвай çула йĕркене кĕртмелле. Унăн икĕ енĕпе тротуар хывмалла, каçхине урама çутатса тăмалла. 19-мĕш маршрута пасара çити тăсасшăнччĕ - ирĕк памарĕç, - тет район администрацийĕн общество инфраструктурине аталантарассипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Валентина Алантьева.
Утă уйăхĕнче ведомствăсем хушшинчи автотранспорт тата автоçул надзорĕпе контролĕн патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Викторов хулана тата района тĕрĕслевпе килсе кайнă. Акт çырса вăл асăннă ĕçсене пĕр уйăх хушшинче вĕçлеме хушса хăварнă.
- Çулсене юсама хирĕç мар эпир. Калаçу кунта Кооператив урамĕнчен ял хуçалăх пасарĕ патне анакан çул пирки пырать. Анчах юсав ĕçĕсене пурнăçлама чи малтан çак çул хĕррине вырнаçнă предприятисемпе организацисен хăйсен укçи-тенкине хывмалла. Çакă ПАТПна, автозаправка станцине, "Канашская" МСОна пырса тивет. Вĕсем хăйсен умĕнчи çула тирпейлесе тăма тивĕç, - çирĕплетет хула администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Всеволод Кириллов.
Çула юсанисĕр пуçне, пасар хыçĕнче автобус çаврăнмалли лаптăка асфальт сармалла. Анчах укçа-тенкĕ çитменни чăрмав кăларса тăратать.
А.ВЛАДИМИРОВ.