28 июля 2010 г.
Кăçалхи юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче Раççей халăхĕн черетлĕ çыравĕ иртет. Унта хутшăнасси – пирĕн гражданла тивĕç. Хваттере е киле пынă çыравçă мĕн ыйтса пĕлет-ха?
Эсир Раççейре яланлăх пурăнатăр – çыравçă сирĕн ятпа Л тата П формăллă хутсене çырать. Пĕрремĕшĕнче – граждансен арлăхпа, çемьеллĕ пурнăçĕпе, ÿсĕмĕпе, хăçан тата ăçта çуралнипе, гражданлăхĕпе, нацилĕхĕпе, чĕлхесене пĕлнипе, вĕренĕвĕпе, миçе ача çитĕнтернипе, пурнăçа тытса пымалли çăл куçпа, ĕçлевпе, ĕçсĕрлĕхпе, миграципе çыхăннă ыйтусем. Вĕсем – 25.
Иккĕмĕш (П форма) пурăнмалли условисене пырса тивет.
Пирĕн çĕр-шыва вăхăтлăх кăна килнисем (12 уйăхчен) валли В формăллине çирĕплетнĕ. Унăн ыйтăвĕсем кĕске, анкета çичĕ пунктран кăна тăрать. Çакă интереслĕ: пирĕн пата ăçтан килеççĕ, ялан пурăнакан вырăнĕ хăш патшалăхра, кунта мĕн тĕллевпе çитнĕ;
Пĕтĕмĕшле илес тĕк çыравçă сирĕнпе 15 минута яхăн хутшăнать. Эсир ăна нимĕнле документ та кăтартмастăр.
Çакна асра тытмалла: çырав наци пĕтĕмĕшле сăн ÿкерчĕкне сăнлать. Çавна май ăна йĕркелекенсене уйрăм çын мар, пĕтĕм йыш, статистикăн çĕр-шывра, регионта, хула-ялта пухса пĕрлештернĕ кăтартăвĕсем интереслентереççĕ. Çак хваттерте вăл е ку халăх çынни пурăнни, унăн тупăшĕн çăл куçĕ (мĕн чухлĕ пирки никам та тĕпчемест) çинчен пĕлме май килмĕ.
Çĕнни пур-и?
Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн ыйтăвĕсем ун умĕнхипе танлаштарсан мĕнпе уйрăлса тăраççĕ; Чăн та, вĕсен çыхăнулăхне сиреймĕн – ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсене унсăрăн епле танлаштарăн, тишкерĕн; Çапах улшăнусем те çук мар.
Мăшăрланупа çыхăннă ыйтăва "официаллă уйрăлнă" тата "уйрăлса кайнă" ăнлавсене пайланă. Аслă пĕлÿ шайне те вăйра тăракан саккун тăрăх уçăмлатнă – ăслăлăх степенĕн, бакалавр е магистр дипломĕ пуррипе çыхăннă ыйту кĕртнĕ.
Пурнăçа тытса пымалли тĕп çăл куç (енчен те вĕсем пĕрре кăна мар тăк), иккĕмĕш ĕç вырăнĕ пирки хуравлама тивет. Миграци лару-тăрăвне тĕрĕс палăртма çулталăк каялла яланлăх пурăннă унчченхи вырăн пирки (çав çĕртен çулталăк каялла килнисенчен) ыйтаççĕ. Хĕрарăмсен пĕрремĕш ачана хăçан çуратнине пĕлтермелле пулать. Çĕр-шывра япăх илтекенсем тата начар куракансем йышлине шута илсе "чĕлхе пĕлни" пая "алăпа калаçма хăнăхни" пункт кĕртнĕ.
"Пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă" çырав хутне илес тĕк унта телекоммуникаци тытăмĕн пулăшăвне (интернетпа, телекурав çыхăнăвĕпе усă курнине) тата пурнăçăн санитарипе гигиена условийĕсене пырса тивекен ыйтусем те пур.
В.СМИРНОВА.