АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИ ТРАНСПОРТ ШУТРА ТАТА ЮСАВЛĂ ПУЛМАЛЛА

28 июля 2010 г.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД подразделенийĕнче 256245 автомототранспорт шутланса тăнă. Вĕсенчен 6382-шĕ – мотоциклсем, 199656 автомашинăпа уйрăм çынсем çÿреççĕ.

Кăçал республикăра мототранспортсем 34 автоинкек тунă, вĕсенче 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 41-шĕ сусăрланнă.

ГИБДД сотрудникĕсем çул-йĕр çинчи лару-тăрăва тĕрĕслесе тăнипе пĕрлех юсавсăр тата регистраци учечĕнче тăман мотоциклсене тупса палăртассипе те ĕçлеççĕ. Кун пек тĕслĕхсем ялсенче ытларах тĕл пулаççĕ. Техтĕрĕслев тухма васкаман водителĕн транспорчĕ юсавлă пулни питех те иккĕленÿллĕ, çакă вара çул çинче пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Кăçал ултă уйăхра республикăра автомототранспортсене вăрланă 118 тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенчен 24,5 проценчĕ халĕ те шыравра. Пирĕн районта пĕрремĕш çур çулта мотоцикл вăрланă пĕр тĕслĕх пулнă, преступление уçса панă. Çакăн пек преступленисене тупса палăртас тата вăхăтра сирсе ярас тĕллевпе профилактика мероприятийĕсем çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕнче шутра тăман, палăртнă вăхăтра техтĕрĕслев тухман, шыраври, автоçулсемпе çÿреме юрăхсăр автомототранспортсене тупса палăртас тĕлĕшпе утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 2-мĕшĕччен республикăра "Автомототранспорт средстви" профилактика мероприятийĕ иртет.

Профилактика мероприятийĕ иртнĕ вăхăтра милици тата налук инспекцийĕн сотрудникĕсем йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе килсем, гараж кооперативĕсем тăрăх çÿрĕç тата çавăн пекех автотранспортсене юсакан вырăнсене çитсе килĕç. Техтĕрĕслев тухма васкаман тата транспорта учета тăратман хуçасене саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарĕç.

В.ВАСИЛЬЕВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика