28 июля 2010 г.
Депутатсен 48-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче икĕ ыйту пулчĕ.
Канаш районĕн территорири суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене, ял тăрăхĕсен депутачĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене есуйламалли йĕрке çинчен каласа пачĕ. Суйлав 2010 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче, вырсарникун, иртет. Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа районăн территорири суйлав комиссийĕ хăйĕн ĕçне пуçăнчĕ, кандидатсем тăратма тытăнаççĕ. Комисси район администрацийĕн çурчĕн 29-мĕш пÿлĕмĕнче вырнаçнă. Телефон 2-86-05.
Иккĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов тухса калаçрĕ. Вăл вырăнти бюджетсене çĕр лаптăкĕсене арендăна панипе тупăш мĕнле пырса кĕнине палăртакан коэффициентсем пирки район депутачĕсен Пухăвĕн иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче тунă йышăнăва улшăнусем кĕртесси çинчен пĕлтерчĕ. Пуху кăтартнă улшăнусене сасăласа çирĕплетрĕ.
В.АЧЧА.