23 июля 2010 г.
Районта футболла выляса мала тухассишĕн пынă турнир вĕçленнĕ. Уçырмари "Агат" команда шăхасансене йышăннă. Тĕл пулу хăнасем кил хуçисене 5:0 шутпа çĕнтернипе вĕçленнĕ. "Шихазанец" – район чемпионĕ. Вĕсен – 28 очко.
Иккĕмĕш вырăна 21 очкопа "Сугай" йышăннă. Виççĕмĕш вырăншăн Анат Сурăм тата Энтрияль командисем тупăшрĕç. Телейĕ сурăмсен енче пулчĕ. Вĕсем виçĕ мечĕк тапса кĕртрĕç, хăйсен хапхине пĕр мечĕк çеç кĕрттерчĕç.
Ыран Чакаçри стадионта тăнăçлăхшăн кĕрешсе пуçне хунă Владислав Обаськина асăнса спорт уявĕ ирттереççĕ. Унта мини-футболла, волейболла выляса, вĕрен туртса, алă вăйне виçсе, кире пуканĕ çĕклесе ăмăртĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.