23 июля 2010 г.
Çу кунĕсем вăй илсе пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлеççĕ. Анчах та хĕл кунĕсенче ĕнесене выçă хăварас мар тесен утă-улăма упрамалли йĕркесем çинчен те манмалла мар. Типĕтсе хатĕрленĕ выльăх апатне ятарласа уйăрнă вырăнта урана хывмалла, урасен хушши 15 метртан кая пулмалла мар, вĕсен хушшинчи лаптăка 4 метр сарлакăшĕ чухлĕ сухаласа тухмалла. Утă куписене те пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнса вырнаçтармалла.
Утă-улăма упрама хунă чухне çакна асра тытмалла: ура-капансен электричество линийĕсенчен 15 метртан çывăх пулмалла мар, çул хĕрринчен – 20 метртан, çуртсемпе хуралтăсенчен вĕсене 50 метр аякка лартмалла.
Çулăм сÿнтермелли хатĕрсем вырнаçтарман трактор-машинăсене утă-улăм склачĕсене кĕртме юрамасть. Техника ура-капан патне виçĕ метртан çывăхарах пыни те хăрушлăх кÿме пултарать. Выльăх апачĕ хатĕрлекен çĕрте ĕçлекен çынсен пурин те пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пĕлмелле тата инструктаж тухмалла. Утă-улăм çывăхĕнче пирус туртма тата çулăм тивертме юрамасть!
Ф.СМИРНОВ, хулапа районти пушар хăрушсăрлăх пайĕн начальникĕ.