АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УН ЯЧĔПЕ ЮРĂ–КĔВĔ ЯНĂРАРĔ

23 июля 2010 г.

Çур ĕмĕр каялла Шăхасанта пурăнакан Михаил Ильичпа Александра Григорьевна Ильинсен çемйине иккĕмĕш ывăл хушăннă. Ăна вĕсем Юрий тесе çыртарнă. Çул çитсен Юра парта хушшине ларнă. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкулта ăс пухнă. Спортпа туслашнă: чупнă, йĕлтĕрпе ярăннă, футболла вылянă, çарпа спорт вăййисенче активлăхĕпе палăрнă. Çуллахи каникул кунĕсенче ашшĕ-амăшне килти хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнă, вăйĕ çитнĕ таран колхоз ĕçĕсене хутшăннă.

Сакăр класс хыççăн пĕлĕвне Тутар Республикинчи Васильево хулинчи автотранспорт техникумĕнче ÿстерме тытăннă. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынă. Техникума ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн салтака кайма ят тухнă. Юра Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче пурнăçланă. 1979 çулхи çулла автобатальонпа пĕрле Саратов облаçне тыр-пул пухса кĕртме янă. Хастар ĕçĕшĕн медаль парса тав тунă.

Салтак тумне хывсан Юрий малтан Киров ячĕллĕ колхозра, кайран "Сельхозтехника" предприятире шоферта ĕçленĕ.Çав хушăрах автомеханик, газоэлектросварщик, платник, каменщик ĕçĕсене алла илнĕ.

1985 çулта Шăхасан каччи Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси хĕрĕпе Людмила Ильинапа паллашнă. Паллашнă та ĕмĕрлĕхех юратса пăрахнă. Çулталăкран çамрăк чĕресем пĕрлешнĕ.

Юрипе Людмила Ильинсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Ксения Раççей хăрушсăрлăх федераллă службин авиацийĕн кадрсен управленийĕнче службăра тăрать, офицер. Ывăлĕ Максим Мускаври инженерипе строительство институтĕнче пиллĕкмĕш çул пĕлĕвне ÿстерет.

Вун çиччĕмĕш çул Юрий Михайлович Мускава командировкăсене çÿрет. Унта вăл коттеджсем, пурăнмалли çуртсем, чиркÿсем тăвать, хваттерсем юсать. Вун икĕ специальноçпа ĕçлеме пултарать.

Нумаях пулмасть Ю.Ильин аллă çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна пиччĕшĕ Вячеслав, шăллĕсем Андрейпа Александр, вĕсен мăшăрĕсем, ачисем, тăванĕсем, тусĕсем саламларĕç, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунчĕç. Юрий Михайлович ячĕпе илемлĕ юрăсем, сăвăсем, ăшă саламсем янăрарĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика