АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂРĂШНИ, ТАР ЮХТАРНИ ÇĔНТЕРŸ КŸНĔ

21 июля 2010 г.

Çамрăк армеецсен республикăри "Зарница" тата "Орленок" вăййисен финалĕ кăçал Муркаш районĕнчи Малиновка вăрман хуçалăхĕн пысăк уçланкинче иртнĕ. Çулталăкри чи хĕрÿ тупăшăва 73 команда хутшăннă: "Зарница" уйрăмра 22 ушкăн, "Орленокра" – 24, "Çарпа патриот клубĕсем"– 10, "Професси училищисем" – 12, "Кадетсем" – 5.

Ăмăртусем хĕрÿ кĕрешÿпе пуçланчĕç. Чи малтанах армеецсем ăс-хакăл конкурсĕсенче пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Пĕр пек балл пухакансем нумаййăн пулчĕç. Кун пек чухне вырăн пама ачасем заданисене мĕнле хăвăртлăхпа пурнăçланине шута илчĕç. Янкăлч вăтам шкулĕн кадечĕсем теори блокĕнче ыйтусене хăвăрт тата тĕрĕс хуравласа малтисен ретне тăчĕç. Блокăн кашни конкурсĕнче пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Ултă куна пынă вăйăсенче Янкăлч кадечĕсем хăйсен пултарулăхне уçăмлăн кăтартма пултарчĕç. Стройпа утассипе, пăшалтан перессипе, çар ĕçĕсене пурнăçлассипе çĕнтерчĕç, туристсен чăрмавлă çулĕнче виççĕмĕш кăтарту турĕç. Хаçат кăларассипе иккĕмĕш вырăн кăтартрĕç.

Пирĕн вĕренекенсем кадетсен отрячĕсем хушшинче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем 6 кубок çĕнсе илчĕç. Кашни кадета асăнмалăх медаль пачĕç. Тĕрлĕ конкурссенче, ăмăртусенче палăрнисене те хавхалантарчĕç.

Ачасен çитĕнĕвĕ – вĕрентекенсен çитĕнĕвĕ те. Кадетсемпе виççĕмĕш çул Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Н.Егоров ĕçлет. Опытлă педагог хăй мĕн пĕлнине ачасене пама тăрăшать. Канмалли кунсенче те, уявсенче те хăйĕн воспитанникĕсем патне васкать. Николай Егорович ертсе пынипе кадетсем вĕренÿ çулĕ вĕçленичченех тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç. Кăçал вĕсем вăтăра яхăн диплом çĕнсе илчĕç.

Ултă куна пычĕç çар вăййисем. Пирĕн ачасене шкул директорĕн çумĕсем И.Петровăпа Н.Феофанова, класс ертÿçи К.Иванова, В.Сергеева, М.Петрова сăмахпа та, ĕçпе те пулăшса тăчĕç.

Вĕренÿре те маттур кадетсем. Спорт вĕсене пĕлĕве ÿстерме те пулăшать. Районта ирттернĕ предметсен олимпиадисенче малти вырăнсене пирĕн шкултан 26-ăн йышăнчĕç. Вĕсенчен 11-шĕ – кадетсем.

С.ВАСИЛЬЕВА, Янкăлч вăтам шкулĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика