АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛАМРАН ЛАМА ПЫТĂР

21 июля 2010 г.

Чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхĕ – иксĕлми. Çепĕç юрă-кĕвĕ, илемлĕ ташă, янăравлă сăвă-такмак... чун-чĕрене тыткăнлаççĕ. Мĕн авалтан аталанса пынă йăла-йĕркесене çирĕп тытса пыни ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме, вĕсен ăс-тăнне çивĕчлетме, шухăш-кăмăлне пуянлатма, ĕçе хăнăхтарма, ватăсене хисеплеме пулăшнă. Пирĕн мăн асатте-асаннесен шкулта вĕренме май килмен пулин те ăс-хакăлпа тата чун хавалĕпе вĕсем пуян пулнă.

Пур йăла-йĕрке те ламран лама куçса пынă. Уявсем хăйсен асамлăхĕпе тата илĕртÿлĕхĕпе палăрнă. Вĕсене хутшăнса ачасемпе çамрăксем сăвă калама, юрлама, ташлама вĕреннĕ, ал ĕçĕсене хăнăхнă.

Аваллăхсăр малашлăх çук, – теççĕ. Эпир те асатте-асаннесен йăли-йĕркисене хамăрăн ачасене май килнĕ таран вĕрентсе хăварма тăрăшар. Хамăр çеç пĕлни çителĕксĕр, паллах, ыттисен ăс-тăнĕ, чун-чĕри патне илсе çитерни – сăваплă ĕç.

Мĕнле илемлĕ пулнă-ха чăваш çимĕкĕ. Юр ирĕлсе пĕтсенех чăваш халăхĕ уява хатĕрленме пуçланă. Çимĕкрен вăйăсем пуçланнă, куншăн çамрăксем уйрăмах хĕ-пĕртенĕ. Хĕрсем алла-аллăн тытăнса, акăш евĕр утса вăйă кĕвви шăрантарнă. Йĕкĕтсем пикесене куç хывнă. Тавралла ачасем чупкаланă. Ватăсем айккинче кăмăллăн шăкăлтатнă.

"Алла аллăн тытăнса

Тăтăмăр карталанса.

Айтăр вăйă пуçлар-и,

Сăв пуçласа калар-и" , – вăй пуçланă вĕсем карталанса.

Чăваш халăхĕн уяв нумай. Çуллахи чи илемлисенчен пĕри – Питрав. Вăйă картинче хĕрсемпе каччăсем пĕр уйăха яхăн савăннă. Вăй калама кÿршĕри ялсене çÿренĕ. Питрав кунĕнчен вăйă калама пăрахнă. Çав кун ваттисем ятарласа сăра вĕретнĕ. Çамрăксем вăрмана кайса çырла татса килсе вĕсене сăйланă. Çырла кукăлĕ пĕçерсе пĕр-пĕрне, хурăнташсене хăналанă. Питрав иртсен, тепĕр кунхине, пĕтĕм ял-йыш утă çине тухнă.

Шелттем тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те Питрав кунĕ чи кĕтнĕ уяв. Çĕнĕ Шелттемре пурăнакансем йăлана кĕнĕ йĕркепе Петрушка тăкăрлăкĕнче пуçтарăнчĕç.

Вăйă илемне мĕн кÿрет;

Сарă хĕрсем – çав кÿрет.

Ял варринче вăй вылять,

Ял илемне вăл кÿрет, – юхрĕ юрă ян та ян.

Çав вăхăтра Кивĕ Шелттемре илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă çамрăксем Хăйăр кассинче халăха уява чĕнсе сăвă пуçларĕç. Аслă урамра та, Хутçырма кассинче те илемлĕ юрă янăрарĕ, вăйă карти пысăкланса пычĕ.

Каçхине 7 сехет тĕлнелле Кивĕ тата Çĕнĕ Шелттем çамрăкĕсем Вăрăм шывĕ урлă выртакан Туслăх кĕперĕ çинче тĕл пулчĕç. Пĕр-пĕрне саламласа сывлăх сунчĕç, алă пачĕç. Пуçланчĕ вара пĕрлехи вăйă. Яшсемпе хĕрсем сăвă каларĕç, хире-хирĕç тăрса такмакларĕç.

Унтан туслăх кĕперĕ çинче ташă пуçланчĕ. Курма килнĕ халăх шартлаттарса алă çупрĕ. Унтан пурте ташша яра пачĕç.

Вулавăш çумĕнче йĕркеленĕ "Путене" ача-пăча фольклор ушкăнĕ те çак кун халăха вăйăсем выляса савăнтарчĕ.

Çак уява Шелттем ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем йĕркелесе пычĕç. Уява пуçтарăннă халăх ертÿçĕсене чунтан тав турĕ. Каç кÿлĕм Шупашкарти музыка училищинче вĕренекен Алиса Чайникова уяв концерчĕ парнелерĕ. Ятарласа пĕçернĕ чашлами те чашлатса кăна тăчĕ.

Т.ИВАНОВА, Шелттемри вулавăш ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика