АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧРЕЗВЫЧАЙЛĂ ЛАРУ-ТĂРУ ÇИНЧЕН

21 июля 2010 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ республикăри пур районта та кăçалхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм йышăну пуличчен чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хурасси пирки хушăва алă пусни çинчен хамăр хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Çанталăк çав тери шăрăх тата типĕ тăнă май ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсем ĕнсе-çунса кайнипе çапла тума тивнĕ.

Республика шайĕнче çак режима туса хуриччен малтан кашни районтах чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен ятарлă комисси лару ирттернĕ. Пирĕн районта комисси членĕсем утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пуçтарăннă. Канашлăва комисси председателĕ В.Степанов ертсе пынă. Ларура район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай ертÿçине В.Никонорова тата асăннă пайăн специалист-экспертне Г.Степанова итленĕ. Унта çавăн пекех "Путь Ленина" ЯХПК ертÿçи А.Романов, "Нектар" пĕрлĕх ертÿçи В.Герасимов тата ытти пуçлăхсем те тухса калаçнă.

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай ертÿçи В.Никоноров палăртнă тăрăх, кăçалхи типĕ тата шăрăх тăракан çанталăк ял хуçалăх производствине йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкернĕ. Нÿр çуккипе çурхи культурăсем, çĕр улми, рапс тата хăйсене çеç акса хăварнă нумай çул ÿсекен курăксем ÿссе аталанаймаççĕ. Метеоцентр кăтартăвĕсем те савăнтармаççĕ: тăпрара нÿрĕк саппасĕ 50 процентран та анса кайнă, 20 сантиметр тарăнăшĕнче вăл пачах та çук. Çĕр улми шывсăр аптăрать, çавна май унăн çулçисемпе тунисем типеççĕ, улмасем чăмăртанмаççĕ. Çавна май ир пулакан çĕр улмин тухăçĕ питех те пĕчĕк пулать.

Районăн тĕп агрономĕ Г.Степанов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта пĕрчĕллĕ çурхи культурăсене 12785 гектар, çĕр улмине 842 гектар, 1600 гектар курăк акса хăварнă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акас ĕçе вĕçленĕ, çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне çĕр улмине лартса пĕтернĕ. Пысăк тухăç илес тĕллевпе агротехника мероприятийĕсене çирĕп пăхăнса ĕçленĕ, анчах та типĕ çанталăка пула пысăк тухăç илеймĕпĕр. Пулас тухăç районта 5974 гектар çинче пĕтнĕ, вăл шутран 3851 гектар – пĕрчĕллĕ культурăсем, 187 гектар – çĕр улми, 222 гектар – рапс, 1002 гектар – пĕр çул ÿсекен курăксем тата 594 гектар хăйсене çеç акса хăварнă нумай çул ÿсекен курăксем.

Мĕнле пулсан та мĕн çитĕнтернине пур-пĕр пуçтарса кĕртмеллех. Хальхи вăхăт тĕлне "Цивиль", "Мотор" агрофирма, Киров ячĕллĕ, "Победит" тата "Агат" хуçалăхсем вырмана тухнă. Вăтам тухăç кăçал гектартан 9-10 центнертан пысăк пулмĕ.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика