АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВАТĂСЕНЕ – ТИВĔÇЛĔ ПУЛĂШУ

21 июля 2010 г.

Ватлăх кунĕсем еплерех çаврăнса килессе никам та пĕлмест. Камăн вăл чăннипех те канлĕ иртет, теприн вара хăйĕн юлашки кунĕсене пачах ют çĕрте, тăванĕсенчен аякра вĕçлеме тивет. Хăшĕсем тата ачисем пур çĕртенех ваттисен çурчĕсенче хÿтлĕх тупаççĕ.

Пирĕн районта пĕччен юлнă ватăсене пулăшу парас тĕлĕшпе виçĕ ваттисен çурчĕ ĕçлет. Вĕсем Сиккассинче, Пайкилтре тата Çеçпĕл ялĕнче вырнаçнă. Нумаях пулмасть Çеçпĕлти ваттисен çуртĕнче ĕçлекенсемпе пурăнакансем хаклă хăнасене йышăнчĕç. Унта Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, "Мир камня" фирма ертÿçи М.Аниченкова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов тата районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай ертÿçи В.Михайлова пулчĕç.

Çеçпĕлти ваттисен çуртĕнче 13 çын хÿтлĕх тупнă. "Мир камня" фирма ертÿçи Марина Николаевна ватăсем патне пушă алăпа килмен, вăл вĕсене телевизор тата хуçалăхра кирлĕ ытти япаласем парнелерĕ (ÿкерчĕкре). Кинемейсемпе мучисем парнесемшĕн питĕ хĕпĕртерĕç, хăнана хăйсене хисеп тунăшăн чун-чĕререн тав турĕç. М.Аниченкова ветерансене малашне те мĕн вăй çитернĕ таран пулăшса пыма шантарчĕ.

Шкул-интернатсене, ача сачĕсене тата шкулсене тĕрлĕрен предприятисемпе фирмăсем шефствăна илни çинчен вулакан илтнĕ пулĕ. Вĕсем çÿлерех асăннă учрежденисене юсав ĕçĕсем туса ирттерме, тĕрлĕрен хатĕр-хĕтĕр туянма укçа-тенкĕпе пулăшса пыраççĕ. Ку таранччен пирĕн тăрăхра ваттисен çурчĕсене шефа илнĕ тĕслĕхсем пулман иккен. М.Аниченковăн пуçарăвĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пуласса шанас килет. Кинемейсемпе мучисене йывăр вăхăтра пулăшса тăни – сăваплă ĕç. Ырă туни вара каялла ырăпах таврăнĕ. "Ватта хисеп тăвакан – хăй те ырă куракан", – тесе ахальтен каламан-тăр халăхра.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика