16 июля 2010 г.
Ялти клубра ташă каçĕнче паллашнă вĕсем. Маттур каччă Николай Фаина ятлă чипер хĕре килне ăсатса яма кăмăл пуррине пĕлтернĕ.
– Мана вăл тÿрех килĕшрĕ, – аса илет Фаина Николаевна. – Кĕрнеклĕч-чĕ, хитреччĕ Коля.
Çав кунтан пуçласа Николай хĕрпе тĕл пулу шырама пуçланă. Çулталăк çÿренĕ вĕсем пĕр-пĕринпе, хăнăхса çитнĕ, юрату хĕлхемĕ вăйлансах, хĕрÿлленсех пынă. Утă уйăхĕн шăпчăк юрриллĕ лăпкă та илемлĕ каçĕнче каччă хĕре куçран ăшшăн пăхнă та:
– Фая, сансăр пуçне мана никам та кирлĕ мар, мана качча тухсамччĕ, – тенĕ.
Тепĕр кунне çамрăксем ЗАГСа кайса хут çырса панă. Шăпах 50 çул каялла Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕн тĕп урамĕпе виç лаша кÿлнĕ, йăс шăнкăравсем çакнă тăрантас малалла вирхĕннĕ. Телей шевлипе çиçекен каччăпа хĕр иртен-çÿрене хăйсем çине пăхтарнă. Вĕсен хыçĕнчен хăна-вĕрле тиеннĕ лавсем пынă. Туй курма пĕтĕм ял пынă.
Николай Филиппович салтакра пулнă. Казахстанра çерем уçнă çĕрте ĕçленĕ. Фаинăпа пĕрлешсен колхозра вăй хунă. Фаина Николаевна та ĕçчен-лĕхĕпе ял-йышра ырă ят çĕнсе илнĕ.
Филипповсем çĕнĕ çурт лартнă, пилĕк ача çуратса ÿстерсе ура çине тăратнă. Хĕрĕсем Нинăпа Галина Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ, Геннадипе Александр – Шупашкарта. Кĕçĕн хĕрĕ Людмила журналиста вĕренсе тухнă, Мускавра ĕçлесе пурăнать. Пурте ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен, час-часах вĕсем патне кайса килеççĕ, хуçалăхри ĕçсене тума пулăшаççĕ. Мăнукĕсем виççĕн, чĕвĕлти сассисемпе ватăсен чунĕсене савăнтараççĕ, юраттараççĕ, йăпатаççĕ.
Хыçра аллă çул. Нумай-и-ха вăл е сахал; Тем те пулнă çав çулсенче: савăнăçĕ те, хуйхи те. Пурне те пĕрле пайланă, пĕр-пĕрне хисепленĕ, юратнă, итленĕ. Хăйсен пысăк та туслă çемйине тăрăшулăхпа тата тимлĕхпе ытамланă.
Çур ĕмĕр пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннин вăрттăнлăхĕ мĕнре тесен, юбилярсен хуравĕ çапла пулчĕ:
– Пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле, сума сумалла, çемьене сыхласа хăварас тесе тăрăшмалла, ачасен пуласлăхне малти вырăна хумалла, çамрăксемшĕн, пурнăçра пĕр çулпа утма пуçланă мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăмалла. Çемье – юрату çăл куçĕ.
Л.НИКОЛАЕВА.