АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТНĂ ĔÇ САВĂНĂÇ КŸРЕТ

16 июля 2010 г.

Райпона ытларах тупăш кÿрекен отрасль - суту-илÿ сфери. Потребобществăн районта 80 ытла магазин. Вĕсенче вак суту-илÿ çаврăнăшĕ çулсерен ÿссе пырать, лавккасен сăн-сăпачĕ çĕнелсе улшăнать, тавар туянакансемшĕн меллĕ çĕнĕ меслетсем çирĕпленеççĕ, таварсен ассортименчĕпе пулăшу ĕçĕсен формисем пуянланаççĕ. Çак паха улшăнусем район экономикин аталанăвне те витĕм кÿреççĕ.

Райпо тытăмĕнче пĕтĕмпе 295 сутуçă вăй хурать. Калас пулать, вĕсем кăткăс рынок условийĕсенче ÿсĕмлĕн ĕçлеме вĕренсе çитнĕ. "Райпо коммерци организацийĕ мар пулин те, йышлă коммерци структурисемпе тупăшма тивет. Конкуренци çивĕчлĕхне пăхмасăр чылай коллектив кал-кал ĕçлет, лайăх кăтартусем çĕнсе илет", - çапла палăртнăччĕ райпо канашĕн председателĕ Валерий Павлов иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕм-летсе. Докладра малта пыракан суту-илÿ предприятийĕсен шутĕнче вăл Ачча ялĕнчи магазина та асăннăччĕ.

Çак магазин заведующийĕ Людмила Семеновна Кузьмина (çÿлти ÿкерчĕкре) чăннипех питĕ ăста специалист. Райпо çумĕнчи шкул-магазинтан вĕренсе тухнăранпа вун тăххăрмĕш çул сутуçăра тимлет, çав шутра Аччари магазинта - вун ултă çул. Çак вăхăтрах Вăрнарти совхоз-техникумра бухгалтер специальноçне алла илнĕ. "Ĕçтешĕсем хушшинче хастарлăхпа, тăрăшулăхпа, çаврăнăçулăхпа палăрса тăрать", - çапла кĕскен те витĕмлĕн хакларĕ ăна райпо правленийĕн председателĕн кадрсем енĕпе тимлекен çумĕ Зоя Владимирова.

Паян тавар туянакан шанăçне çĕнсе илме çăмăл мар. Çавăнпа та ялсенчи лавккасен сутуçисем тавар сутассипе пĕрлех вуншар пулăшу ĕçĕсем кÿрессипе те хытă тимлеççĕ, тĕслĕхрен, тĕрлĕ чĕр тавар йышăнса çемье бюджетне пуянлатма майсем туса параççĕ. Аччара та йĕркеленĕ ку ĕçсене. Магазинта суту-илÿ лаптăкĕ пысăк, çавăнпа сентресем те йышлă. Людмила Кузьмина заведующи вĕсене таварсемпе пуянлатассишĕн тăрăшать, ял çыннисенчен тĕрлĕ саккассем йышăнать. Анфиса Михайлова сутуçă ăна пур енĕпе те пулăшса пырать. Виççĕмĕш çул пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ. Яла çут çанталăк газĕ кĕртнĕ чухне "кăвак çулăм" магазина та çитнĕ, ялти суту-илÿ çуртне хăтлăх кÿнĕ.

Катекри магазин та райпори экономика тупăшăвĕнче малтисен йышĕнче. Вунă минутран ытла пулмарăм пулĕ эпĕ унта, анчах çак кĕске хушăра та вăл халăхран татăлмарĕ. Луиза Николаева сутуçăн (аялти ÿкерчĕкре) манпа сăмахласа тăма пĕртте вăхăт пулмарĕ. Магазина килнĕ кашни çынпа çепĕççĕн калаçса вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшрĕ вăл. Çавăнпа черетре тăракан кинемейпе калаçу пуçартăм. "Сутуçăсем тарават пулнăран тавар туянма кăна мар, сăмах-юмах ваклама та кунта кĕретпĕр тепĕр чухне", - терĕ кăмăллăн ватă хĕрарăм.

Магазинта иккĕн вăй хураççĕ. Суту-илÿ сферинче иккĕшĕ те ăста специалистсем. Марина Николаева заведующи Шупашкарти кооператив техникумĕнче тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ. Луиза Николаева планпа экономика колледжĕнчен вĕренсе тухнă, Чăвашпотребсоюз йĕркелекен курссенче квалификацине ÿстернĕ. Вĕсем пирки ырласа çеç каларĕç ял çыннисем.

Катекре уйрăм çын икĕ лавкки ĕçлет, анчах ял çыннисем апат-çимĕç илме райпо магазинне ытларах çÿреççĕ. Кунта халăха сĕнекен таварсем ассортименчĕпе пуян пулнипе пĕрлех пахалăхĕпе те лайăхрах. Строительство материалĕсем те туянма пулать кунта. Çулла ялта ĕç нумай: кама шифер кирлĕ, кама - цемент. Сутуçăсем ял-йышăн заявкисене пурне те вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Килнĕ çын магазинтан савăнăçлăн тухса кайсан вĕсен те кăмăлĕ çĕкленет.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика