АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ АСИЛŸСЕМ ХĂВАРЧĔ

16 июля 2010 г.

Канашри райпо (тавах ăна!) кашни çулах "Российская кооперация" хаçат çырăнса парать мана. Раççейри кооператорсен тĕп хаçачĕн черетлĕ номерĕпе паллашнă чухне юлашки страницăра некролог асăрхарăм. Сăн ÿкерчĕк те пур: çÿçĕсем шуралнă, ăслă сăн-питлĕ çын шухăшлăн аякка тинкерет. Палланă сăн-çке ку! Пăлханса вулатăп: йывăр чирлесе выртнă хыççăн 58 çула кайса хаçат редакцийĕн реклама проекчĕсен ертÿçи С.Л.Двиганцев пурнăçран уйрăлса кайнă. Çак хыпар хама та хурлантарчĕ. Сергей Львовичпа эпĕ 2008 çулта авăн уйăхĕнче паллашнăччĕ. Çĕршыври потребительсен обществисемпе предприятийĕсем хушшинче "Российская кооперация" хаçата çырăнассипе Канашри райпо пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ те, çак хыпар ăна пирĕн тăрăха килме хистенĕ.

Мускав журналисчĕ Канаш тăрăхĕнче ĕçлĕ командировкăра икĕ кун пулчĕ, потребобществăн экономикăри ÿсĕм-кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкерчĕ, ялсенчи магазинсене, хатĕрлев кантурне, унти цехсене çитсе кооператорсемпе, пайщиксемпе канашларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владислав Софроновпа та тĕл пулса калаçрĕ.

Эпĕ те Сергей Львовичпа пĕрле çÿрерĕм. Пĕр-пĕринпе çирĕп туслашрăмăр çавăн чухне. Вăл журналистикăра вăрăм çул утса тухнă: Тĕп телевиденире "Время" передача валли хыпарсем хатĕрленĕ, "Известия" хаçатра нумай çул ĕçленĕ, юлашки çулсенче "Деловой вестник" журнал редакторĕ пулнă. Ăста журналистпа курнăçса калаçни, пĕрле çÿрени мĕн тери пысăк усă кÿни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Профессор студентпа практика занятийĕ ирттернĕ пекех пулчĕ вăл маншăн.

"Российская кооперация" хаçатра Сергей Львович Канашри райпо коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен "Хаçатсăр коопераци çук" ятпа пысăк статья пичетлесе кăларчĕ. Унта манăн сăн ÿкерчĕксем те вырăн тупнăччĕ. Çакăн хыççăн пĕр-пĕринпе çыхăнса телефонпа калаçаттăмăр. Шел, татăлчĕ çав туслă çыхăну. Ман пурнăçăмра вăл ырă асилÿсем хăварчĕ.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика