16 июля 2010 г.
Утă уйăхĕн варри. Ачасен çуллахи кану тапхăрĕ вăй илсе пырать кăна-ха. Шкул çумĕнче йĕркеленĕ ĕçпе кану тата сывлăха çирĕплетекен ятарлă лагерьсенче пĕрремĕш сменăсем вĕçленнĕ хыççăн иккĕмĕшсем ĕçлеме пуçларĕç. Анчах та çул çитмен çамрăксен пушă вăхăтне тухăçлă ирттерес тĕллевпе йĕркеленĕ лагерьсен кашни сменинех пур ача та лекеймест паллах. Çавна май аслисен тимлĕхĕсĕр юлнă шăпăрлансен пушă вăхăт темĕн чухлех. Каникулта ял ачисен "чăнкă" тусĕсем те йышланаççĕ, хуларан асламăшĕ-кукамăшĕсем патне канма ачасем нумаййăн килеççĕ-çке. Чылай чухне вĕсем лăпкă ял ачисене киревсĕр ĕçсем патне туртаççĕ.
Çакăн пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесе районта утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 16-мĕшĕччен "Çу тапхăрĕ – çул çитмен çамрăк" операцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Асăннă операци вăхăтĕнче çамрăксемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттернипе пĕрлех ăнăçсăр çемьесене тупса палăртассипе те тимленĕ. Çак тĕллевпе Вăтапуç, Шаккăл, Пайкилт, Вăрăмпуç тăрăхĕсенчи ялсенче пулса рейдсем ирттернĕ. Ачасен канăвĕ хăрушсăрлăхра ирттĕр тесе сывлăха çирĕплетекен "Космонавт" лагерьте йĕрке хуралĕ тытса тăратпăр.
Кăçалхи çул питех те шăрăх тăрать. Кун пек чухне камăн шыва кĕрсе киленес килмĕ-ха; Анчах та юнашар çитĕннисем пулмасан ачасен кÿлĕ-пĕве хĕррине пыма юраманнине манмалла мар. Районта кашни çулах çуллахи вăхăтра шывра пулакан инкексене шута илетпĕр. Кун пек тĕслĕхсем кăçал та пулчĕç.
Çуллахи вăхăтра ачасем шăрпăкпа ашкăннипе те сахал мар инкек пулать. Шăрăх кунсем çак хăрушлăха пушшех те пысăклатаççĕ. Ачасен çуллахи канăвне тĕрĕс-тĕкел йĕркелесси ашшĕ-амăшĕнчен те нумай килет. Ачасене тăтăшах асăрхаттарса тăни нихăçан та ытлашши пулмĕ.
Л.АНТОНОВА, çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.