АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕРМОМЕТР ÇĔМĔРĔЛЧĔ...

16 июля 2010 г.

Чăваш Республикин санитарипе гигиена центрĕн Канаш районĕнчи уйрăмне çынсем час-часах çакăн пек ыйтупа килеçĕ: "Пирĕн термометр çĕмĕрĕлчĕ, наркăмăшланас мар тесен мĕн тумалла-ха;"

Чи малтанах ртуте тишкерсе тухар. Вăл шĕвĕ металл, лайăх пăсланать, çавна май пĕчĕккĕн пÿлĕмри сывлăш тăрăх сарăлать. Ртуть пăсĕсем сывлăш çулĕсемпе çăмăллăн куçаççĕ, шуратнă мачча, стена, обойсем çинче лайăх вырнаçса юлаççĕ. Кайран, пăсланса пынă май, çын сывлăхне сиен кÿме пултараççĕ. Илемлĕ тата йăлтăркка тумламсем хăрушлăх тĕлĕшĕнчен чи малти вырăнта тăраççĕ.

Сывлав çулĕсем урлă организма лекнĕ хыççăн ртуть белокпа хутшăнăва кĕрет, каярах унăн ылмашăвне улăштарать. Çавна май тĕрлĕ органсем чирлеме пуçлаççĕ, нерв системи сиенленет.

Кам та пулсан ртуть тăкса ярсан е термометр çĕмĕрсен мĕн тумалла-ха; Чи малтанах ртуте кантăк савăта пуçтармалла. Унта çавăн пекех супăнь-сода шывĕ е ахаль шыв ямалла та хупăлчине хупса лартмалла. Ртуть тăкăннă вырăна 0,2 процентлă марганцовка хутăшĕпе тата 20 процентлă серăллă натрипе сăтăрса илме юрать. Вараланнă вырăна супăнь е сода шывĕпе çуса илни те пулăшать. Çак асăннă хутăшсем ртутĕн вĕçев "хăватне чакараççĕ".

Хутăшсемпе усă курнă чухне асăрхану мелĕсем çинчен те манса каймалла мар. Пĕтĕм ĕçе кантăксене уçса, алăсене резин алса тăхăнса пурнăçламалла. Урара резин атă-пушмак пулни те ытлашши пулмĕ. Ртуть юхса тухнă вырăна ятарлă хутăшсемпе лайăх хăшкамалла та икĕ талăка яхăн тытмалла. Ĕçе пурнăçланă хыççăн тумтире сода шывĕнче кĕлĕрсе хумалла, кайран тин çумалла. Çăвара вăйсăр марганцовка хутăшĕпе чÿхесе илмелле, душа каймалла. Ртуть тăкăннă пÿлĕмре апат-çимĕçе упрама юрамасть.

Çак ĕçсене пурне те кĕске вăхăтра туса ирттерме тăрăшмалла, унсăрăн ртуть сывлăшра сарăлма пултарать. Енчен те ртуть юхса тухрĕ пулсан çийĕнчех Канаш хулинчи Роспотребнадзор управленине систерме васкăр, çакă хăвăрăн сывлăхăра упраса хăварма пулăшĕ.

А.АФАНАСЬЕВА, санитари врачĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика