14 июля 2010 г.
Тунтикун депутатсен черетлĕ ларăвĕнче вунă ыйту пăхса тухрĕç. Яланхи пекех ăна район пуçлăхĕ– депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Лару ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн специалисчĕ А.Петров, райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Э.Александров, службăсен, пайсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Малтанхи виçĕ ыйтупа райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн секторĕн заведующийĕ М.Васильева тухса калаçрĕ. Депутатсем район Уставне, районăн йĕркене пăсассинчен асăрхаттармалли 2009-2012 çулсенчи тĕллевлĕ программине улшăнусем кĕртрĕç, район администрацийĕн пуçлăхне лартма конкурс ирттермелли Положенине çирĕплетрĕç.
Район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ В.Александрова районăн 2010-2012 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли, районта 2010-2015 çулсенче биотехнологине аталантармалли Программăсемпе паллаштарчĕ. Пуху çак документсене сасăласа çирĕплетрĕ. Юлашки вăхăтра энергине перекетлесси тата унăн эффективлăхне ÿстересси çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем сахал мар çыраççĕ, калаççĕ, кăтартаççĕ. Ку енĕпе районăн 2010-2015 çулсенчи тата 2020 çулчченхи тапхăрти муниципаллă программине хатĕрленĕ. Çак программăна депутатсем пурнăçа кĕртме пуçăнас тесе йышăнчĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăксем районăн пурлăхĕ шутланнă. Малашне вĕсем ял тăрăхĕсен пурлăхĕ пулса тăрĕç. Çапла йышăну кăларчĕ район депутачĕсен пухăвĕ. Вăл пурнăçа епле кĕрсе пынине тĕрĕслесе тăма район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайне хушса хăварчĕç.
Районăн шалти ĕçсен пайĕн милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ Е.Мурзин районăн йĕркене пăсассинчен асăрхаттармалли 2009-2012 çулсенчи тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртес енĕпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ.
В.Андриянов тата Л.Атласкин депутатсем хăйсен тивĕçĕсене еплерех пурнăçласа пыни çинчен отчет туса пачĕç.
Шăрăх çанталăк пурне те шухăшлаттарать. Хăть те кампа тĕл пулсан та калаçу çак темăна хускатмасăр иртмест. Депутатсен пухăвĕнче те çак ыйту кун йĕркине шăвăнса кĕчĕ. Улăх-çаранти курăксем сарăхса ларнă, тырă уйĕсене шурă сăн çапнă, лутра, çĕртен хăпса шитрен ытла çĕкленеймен анасем пăшăрхануллă, салху туйăмсем çуратаççĕ. Пучах кăларнисен пĕрчисем çеп-çемçе, тулса-хытса çитмесĕрех хĕвелпе пиçеççĕ, пучаха ларайманнисем те çук мар. Çавăнпа та вĕсене çулса сенажа яраççĕ. Кĕрхисене хĕлле сивви нушалантарчĕ, çу кунĕсенче кĕрхисене те, çурхисене те шăрăхĕ асаплантарать. Турри курмасть-ши çакна;! Хăш-пĕр ялта шывсăр аптраççĕ. "Шыв çуккипе мунча та хутаймастпăр", – тенине те илтме тиврĕ. Çăлсенчи шыв тарăна кайнă, типсе ларнисем те пур, пĕвесем ăшăхнă. Юлашки виçĕ кунта самантлăх çумăрсем шăпăртатса илчĕç-ха. Анчах та вĕсем вĕри чул çине шыв сапнă пек çеç пулчĕç: пăш! турĕ те типсе те кайрĕ. Темиçе минутран çулсем каллех тусанпа витĕнчĕç. Сахăр песукĕ, çăнăх, макарон изделийĕсем тата ытти апат-çимĕç продукчĕсем лавккасенче "çухалма" тытăнчĕç. Пăлханса ÿкнĕ çынсем вĕсене килĕсене арлан пек сĕтĕреççĕ. Хăш-пĕр продуктсен хакĕ хăпарма пуçлани сисĕне пуçларĕ. Патшалăх йывăрлăха çĕнтерме пулăшатех, тивĕçлĕ мерăсем йышăнса йывăр тапхăра çĕнтеретех, чылай чухне вара йывăр лару-тăруран ăнăçлă тухасси хамăртан та нумай килет.
Çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăх серепи çинчен Д.Петрова, В.Андриянов депутатсем хускатрĕç. Кĕлетсене тĕш тырă сахал кĕрĕ. Выльăх апачĕ те кирлĕ чухлĕ пулмĕ. Çакă вара аш-какай, сĕт-çу продукчĕсем туса илессинче йывăрлăхсем кăларса тăратĕ. Хĕле кĕрес умĕн выльăхсен шучĕ самаях пĕчĕкленес хăрушлăх сиксе тухĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем типĕ çанталăка пула пĕтнине кура тăкакĕ те çав тери пысăк. Хура тар юхтарни, укçа-тенкĕ хывни харама каять. Мĕнпе саплаштармалла-ха ăна; Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Э.Александров чрезвычайлă лару-тăру режимĕ çинчен каласа пачĕ, вăл мĕнле шайра пулнине тишкерчĕ. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме уйăрнă укçа-тенкĕне ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пулăшнă çĕре яма палăртаççĕ.
В.АЧЧА.