АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĂЯРĔ ТЕ, ПОМИДОРĔ ТЕ ПУЛСА ÇИТНĔ

14 июля 2010 г.

Уçырмара пурăнакан Т.Антонова кăçалхи пуш уйăхĕнче пахча çимĕç çитĕнтерес тата сутас бизнес-планне ăнăçлă хÿтĕлерĕ. Унăн хуçалăхĕнче виçĕ теплица, вĕсенчен пĕрне хĕлле хутса ăшăтмалла тунă.

Çуркунне Тамара Сергеевна помидор, купăста, хăяр тата чечек калчисем ÿстерсе пахчаçăсене сутрĕ. Çу уйăхĕнчех унăн теплицинче хăярсем çитĕнчĕç, ешĕл çимĕçсем ÿсрĕç. Акă халĕ помидорсем те хĕрелсе çитрĕç.

Тамара Сергеевна пахчара тĕрлĕ çимĕç тухăçлă илес тĕллевпе пĕлĕвне ÿстерсех пырать. Ку енĕпе ăна ятарлă хаçат-журнал пулăшать.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика