14 июля 2010 г.
Валентина Евлампьевна Степанова Катек ялĕнчи библиотекăра 1969 çултанпа ĕçлет. Çак çулсем хушшинче вулавăша çÿрекен çынсем валли вăл чылай уяв сценарийĕ çырса хатĕрленĕ, альбомсемпе кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ, стендсемпе плакатсем тăрăшса ăсталанă.
– Эпĕ хамăр ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче ĕçе вырнаçрăм. Халĕ унтанпа 41 çул çитрĕ. Ача чухнех библиотекарь е шкулта вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. 1974 çулта куçăмлă мар майпа Çĕрпÿ хулинчи культурăпа çут ĕç училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухрăм. Ун чухне хальхи пек мар, библиотека уйрăмне вĕренме кĕме йывăр пулнă, пĕр вырăна тăватшар-пилĕкшер çынччĕ. Вĕреннĕ чухне те питĕ çирĕп ыйтнăран студентсем туха-туха каятчĕç. Хам килĕштерекен ĕçе алран вĕçертес темен, тăрăшса вĕреннĕ, библиотека ĕçĕнчи опыт та пулман мар манăн, – ăшшăн аса илет Валентина Евлампьевна.
– "Ĕç кĕнекине" алла илсен çын ăçта ĕçленине вуласа пĕлме пулать. Манăннинче Катек ял библиотекинче ĕçлеме пуçлани çинчен кăна палăртнă. Темле каламалла, те лайăх вăл, те çитменлĕх, ытти ĕçре ĕçлесе курман, мĕнле пĕр ĕçе вырнаçнă, çав ĕçрех ырми-канми тăрăшнă. Ман пеккисем районта татах та пур. Вĕсемпе районти семинарсенче тĕл пулсан тем чухлĕ калаçсан та калаçса пĕтерейместпĕр. Вĕсене курсан тăвансене курнăнах туйăнать, чун савăнать, татах та тăрăшса ĕçлес килет.
– Хăвăр çемйĕрпе паллаштараймăр - ши;
– Эпир тăваттăн пĕртăван, пурте хĕрсем. Эпĕ чи кĕçĕнни. Аппа Зоя Волгоград облаçĕнче пурăнать. Варвара - выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ, юлашки çулсенче вăл пекарньăра та тăрăшрĕ. Галя - складсен заведующийĕ, сутуçă пулнă. Халĕ эпир пурте тивĕçлĕ канура. Атте, Евлампий Степанович (1910 - 1963) кирпĕч савăтĕнче ĕçленĕ, анне ( 1910 – 1982) "Советская Армия" колхозра вăй хунă.
Мĕн пĕчĕкрен атте-аннене юратнă пек тăван Катек тăрăхне чун-чĕререн юрататăп. Пирĕн ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çывăхра вăрман, ял çумĕпе "Мускав - Хусан" чукун çулĕ иртет. Юнашар юхан шыв юхса выртать. Катек Ачча тăрăхĕнчи ватă ял шутланать.
Çулсерен 700 ытла çын çÿрекен вулавăшра тăван тавралăх çинчен "Савнă ялăм, тăван ял", "Живи и помни!", "Никто не забыт, ничто не забыто", "Страницы библиотечной истории" альбомсемпе тата тĕрлĕ-рен уяв материалĕсемпе 2001 çулта Чăваш Енри вулавăшсен хушшинче ирттерекен ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Çак çулсенче пирĕн çынсене вулавăша Денис Гордеев, Лидия Сарине çыравçăсем килсе кайни асра юлчĕ. Вулавăшра тавра пĕлÿçĕсен клубĕ "Краевед" ĕçлет.
Валентина Евлампьевна ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсемпе тачă çыхăну тытать. "Шевле" фольклор ушкăнĕнче юрласа ташлать, çамрăксем валли халăх йăли-йĕркисене сцена çине кăларма, улах каçĕсем йĕркелеме пулăшать тата ытти те.
1974 çулта Алексей Степановичпа Валентина Евлампьевна Степановсем туслă çемье çавăрнă. Вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Иринăпа Зоя И. Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, çемьеллĕ, шкулта вĕрентекенсем пулса ĕçлеççĕ. Зоя - Çĕнĕ Шупашкар, Ирина Канаш хулисенче пурăнаççĕ, Коля техникумран вĕренсе тухнă. Вăл Шупашкар хулинче пурăнать, вахта меслечĕпе Уренгой тăрăхне ĕçлеме çÿрет.
Хальлĕхе тăватă мăнукĕпе чун-чĕререн савăнаççĕ Алексей Степановичпа Валентина Евлампьевна.
В. Степановăна культура сферинче нумай çул тăрăшса ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ята парса чысланă. Вăл пĕр хушă Канаш район депутачĕсен пухăвĕн депутат ĕçĕсене те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пычĕ.
Нумаях пулмасть Валентина Евлампьевна хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Эпир ăна юратнă ĕçĕнче татах та пысăх хастарлăх кăтартса вулавăша çÿрекен çынсене савăнтарма пĕтĕм кăмăлтан иксĕлми ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.