АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СКУТЕРПА ВИЛМЕЛЛЕХ ÇАПĂННĂ

14 июля 2010 г.

Кăçал ултă уйăхра районти автоçулсем çинче 27 автоинкек пулнă, иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 28 шута илнĕ. Вĕсенче 5 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă (9), 35-шĕ аманнă (48). Халĕ çĕртме уйăхĕнче районти çулсем çинче пулнă инкексене пăхса тухар-ха.

Ялсенче каç пулсан ГИБДД уйрăмĕнче шутра тăман техника "чĕрĕлсе" тăрать тейĕн. Мотоциклсем мĕн тул çутăличченех урамсем тăрăх ĕнĕрлесе çÿреççĕ. Хăшĕсен фарĕсем те çук, руль умĕнче ларса пыраканĕсем вара калама çук хытă хăвалаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче ирхине 1 сехет те 15 минут тĕлнелле Вăрăмпуç ялĕ çывăхĕнче икĕ "ИЖ" те çул пайлайман – çапăннă. "Юпитер-5" тата "Планета-5" мотоциклсене тытса пынă çамрăксем иккĕшĕ те йывăр аманнă, вĕсене хулари больницăна тата районти тĕп больницăна ăсатнă. Ку ĕçе тĕпчеççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче каçхине тăхăр сехет иртсен Çĕрпÿ–Ульяновск автоçулăн 56-мĕш километрĕнче Елчĕк район каччи ВАЗ-21099 автомашинăпа çаврăнса ÿкнĕ. Сăлтавĕ: "хурçă ута" автоçул çинче тĕрĕс тĕкел тытса пырайманни. Ку инкекре Шупашкар хулинче пурăнакан хĕр-пассажир йывăр аманнă, ăна çийĕнчех хула больницине ăсатнă. Çак автоинкеке административлă майпа тĕрĕс-леççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче тепĕр автомашина, ВАЗ-2110, çаврăнса ÿкнĕ. Ку инкек Асхва ялĕ çывăхĕнче 16 сехет тĕлнелле пулса иртнĕ. Канаш хулинче пурăнакан çамрăк каччă та "хурçă утне" итлеттереймен иккен. Автомашинăра пулнă тăватă пассажир вăйлах аманман, вĕсене васкавлă пулăшу бригади вырăнтах медицина пулăшăвĕ панă. Çакăнпа вĕсем çырлахнă, больницăна выртма пĕри те килĕшмен.

Ялсенче скутерсем йышланса пыни те пăшăрхантарать. Ăна тапратса тухма водитель удостоверенийĕ кирлĕ мар, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ çак транспорта ачисене тетте вырăннех туянса парать. Анчах та икĕ урапаллăскерпе пырса тăрăнсан е çаврăнса ÿксен вăйлах аманма пулать. Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирхине тăватă сехетре Чакаç ялĕнче пурăнакан çамрăк районти тĕп больницăна медицина пулăшăвĕ ыйтма пынă. Вăл çамкине ыраттарнă, тутине таттарса янă, сылтăм куçне сусăрлатнă. Икĕ сехет маларах çак йĕкĕт Чакаç ялĕ çумĕнче скутерпа çул айккине чăмнă пулнă мĕн.

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче каçхине 5 сехет иртсен Сиккасси ялĕ çывăхĕнче УАЗпа ВАЗ-21101 автоинкеке лекнĕ. Телее, пурте чĕрĕ-сывă юлнă. Вырăнта васкавлă пулăшу бригади медицина пулăшăвĕ панă хыççăн аварие лекнĕ çынсем больницăна выртма килĕшмен. Адмтĕпчев малалла пырать.

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче ирхине 6 сехетре Атнаш ялĕ çывăхĕнче хăрушла инкек пулса иртнĕ. Çул çинче ВАЗ-2107 тата скутер çапăннă. Автомашинăна Комсомольски районĕнче пурăнакан водитель тытса пынă, скутер çинче Атнаш çынни пулнă. Йывăр аманнăран скутер хуçи вырăнтах вилсе кайнă.

Тепĕр хут аса илтеретпĕр, çул-йĕр йăнăшсене каçармасть, асăрхануллă çÿрĕр!

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика